Вера ТИТОВА. ЧР Сывлăх сыхлав министерствин сайтĕнчи сăнÿкерчĕк

29 Пуш, 2017

Кăçал Чăваш Енри 16 районта 25 ФАП уçĕç

Чăваш Енре çитес виçĕ çулта 75 фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла. Хальхи вăхăтра республикăри 16 районта 16 ФАП хăпартаççĕ.

Муниципалитетсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассипе çыхăннă ыйтăва ĕнер республикăн сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева район администрацийĕсенче тата райбольницăсенче ĕçлекенсемпе селектор канашлăвĕ ирттерсе сÿтсе явнă. Унта фельдшерпа акушер пункчĕсене тухтăрсемпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатнă.