Кăçал Чăваш Енри 16 районта 25 ФАП уçĕç

29 Пуш, 2017

Чăваш Енре çитес виçĕ çулта 75 фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла. Хальхи вăхăтра республикăри 16 районта 16 ФАП хăпартаççĕ.

Муниципалитетсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассипе çыхăннă ыйтăва ĕнер республикăн сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева район администрацийĕсенче тата райбольницăсенче ĕçлекенсемпе селектор канашлăвĕ ирттерсе сÿтсе явнă. Унта фельдшерпа акушер пункчĕсене тухтăрсемпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатнă.

Аса илтерер, Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе 2013 çултанпа пирĕн регионта 125 ФАП хута янă, çав шутран 25-шне - пĕлтĕр. Çитес виçĕ çулта тепĕр 75 хăпартма палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра 16 районта 25 пункт тăвассипе çине тăраççĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас