Больницăна СМС-çырупа йыхравлаççĕ

24 Пуш, 2017

Больницăна кăçалтан СМС-çырупа йыхравлаççĕ. Унта çынсене диспансеризаци тухмаллине аса илтереççĕ.

Чăваш Енре диспансеризаци вăхăтĕнче çулсерен 200 пин ытла çын сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Ятарлă çавă пек тĕрĕслев вилекенсен шутне 20-30 процент чакарма май парать. Çакна ĕнер республикăра иртнĕ Тĕп врач кунĕнче ЧР Сывлăх сыхлав министерствин медицина профилактики енĕпе ĕçлекен штатра тăман тĕп специалисчĕ Елена Наумова палăртса хăварнă.

Канашлăва республикăн Правительствин Пуçлăхĕ Иван Моторин çĕнĕ министрпа, Владимир Викторовпа, паллаштарнинчен пуçланă.

Елена Наумова ĕнентернĕ тăрăх, тĕрĕслев вăхăтĕнче чир-чĕре тупса палăртнă хыççăн пациентсене пăхса тăни вĕсен вилеслĕхне 40 процент чакарать. Диспансеризаци витĕр республикăра çулсерен 200 пин ытла çын тухать. Пĕлтĕрхи тĕрĕслевре хроника чирĕсене пуçласа 27 пин хутчен асăрханă, çав шутра усал шыççа - 400 ытла, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене - 6 пине яхăн, апатлану органĕсен чирĕсене - 2 пин ытла, сывлăш çулĕсен çулĕсен чирĕсене - 1 пин ытла, сахăр диабетне - 300-е яхăн, куç чирĕсене - 200-е яхăн.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас