Вера ТИТОВА. ЧР Физкультурăпа спорт министерствин сайтĕнчи сăнÿкерчĕк.

20 Пуш, 2017

Спортпа туслă районсене палăртнă

Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пĕлтĕр Чăваш Енри виçĕ районта уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Вĕсене республикăн Физкультурăпа спорт министерствин анлă коллегийěн ларăвěнче чысланă.

14 Пуш, 2017

Сосновкăри ухăçă Европăра çĕнтернĕ

Шупашкарти 17 çулти ухăçă Европăри чемпионатра тата первенствăра бронза медале тивĕçнĕ. Юниорсем хушшинчи ăмăрту Францири Виттель хулинче пуш уйăхĕн 6-12-мĕшĕсенче иртнĕ.

Çамрăк ухăçăсен чемпионачĕ Раççей командишĕн ăнăçлă вĕçленнĕ. Пирĕн çĕршыв спортсменĕсем Францирен 11 медальпе таврăннă.