7 пин ытла çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ
«Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес» саккун вăя кĕнĕренпе нумай ачаллă 7013 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Çакна палăртмалла: вĕсенчен 22-шĕнче сусăр ачасем пурăнаççĕ. Çĕр лаптăкĕллĕ пулнă 4585 çемье çурт-йĕр лартма, 2396-шĕ хушма хуçалăх, 54-шĕ — дача тытма тĕв тунă. 2018 çулта çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр тивĕçнĕ çемьесен пысăкрах пайĕ Шупашкарта, Канашра, Канаш, Шупашкар, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенче пурăнни паллă.