Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне пурте хатĕр-и?

20 Çурла, 2018

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ канашлура шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерес ыйтăва тапратнă. Республикăн вĕренÿ министрĕ Александр Иванов министерство тата муниципалитетсен комиссийĕсем 849 вĕренÿ учрежденине тĕрĕсленине, паянхи куна вĕсенчен 99,3% çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине пĕлтернĕ.

Хальхи вăхăтра Шупашкар районĕнчи 5 шкул ачасене йышăнма хатĕрленсе çитеймен. Виçĕ шкулти спорт залĕсенче тĕп юсав ĕçĕсем пыраççĕ. «Кая юлнинче Шупашкар район администрацийĕн айăпĕ пур. Шкулсенче юсав ĕçĕсем ирттермелли килĕшĕве çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче кăна алă пусса çирĕплетнĕ», — палăртнă министр.

Кÿкеç лицейĕнче юсав ĕçĕсене ирттерекен подряд организацийĕ шкул тăррине юсаса пĕтереймен, Ишлей шкулĕнче тĕп ĕçсене вĕçленĕ. Çĕмĕрлери 2-мĕш шкулта юсав ĕçĕсене юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Пĕрремĕш чĕрĕкре ачасен, вĕсем вара 726-ăн, Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире иккĕмĕш сменăпа вĕренме тивĕ.

СĂМАХ МАЙ

Малтанхи кăтартусемпе, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 137,7 пин ача, вĕсенчен 15 пин ытларахăшĕ — 1-мĕш класа, парта хушшинче ларĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас