Комментари хушас

1 Юпа, 2018

Шупашкарта «Пĕчĕк принц» пур

Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Арбатра савăнăçлă лару-тăрура Антуан де Экзюперин «Пĕчĕк принц» хайлавĕн тĕп сăнарĕн — пĕчĕк принцăн — скульптури уçăлассине «Хыпар» издательство çурчĕн хыпарсен служби пĕлтернĕччĕ-ха. Вăл «Неолитпласт» ООО ертÿçи Дмитрий Соколов тата унăн хĕрĕ, вăлах проект дизайнерĕ, Анастасия Соколова тăрăшнипе Чăваш Ен тĕп хулинче вырăн тупнă.

Маларах асăннă промышленноç предприятийĕнче чукунран илемлĕ япаласем шăратса кăларассипе те тимлеççĕ. «Пирĕн ĕçсене Йошкар-Ола, Хусан, Козьмодемьянск, Волжск тата Звенигов хулисенче курма пулать. Шупашкар — илемлĕ хула. Хам Звениговра çуралса ÿснине пăхмасăр эпĕ чунпа та, чĕрепе те чăвашсен тĕп хулинче. Хула валли мĕн те пулин лайăххи тăвасси пирки тахçанах шухăшлаттăмăр, ăна «Пĕчĕк принц» скульптурăна чун ыйтнипе парнелерĕмĕр. Вăл Ехрем хуçа бульварĕнче вырăн тупнăшăн эпир питĕ кăмăллă», — тенĕ Дмитрий Соколов меценат.

«Скульптура композицийĕ хула çыннисемпе унăн хăнисене паллă произведение аса илме пулăшĕ. Килес çул çу кунĕсенче эпир кунта вулав сехечĕсем ирттерме палăртатпăр. Шупашкар çыннисемшĕн пĕчĕк принц тăван кил символĕ пулса тăрасса шанатăп», — ырă суннă Шупашкар хула библиотекисен пĕрлешĕвĕн директорĕ Светлана Коледова.

www.hypar.ru

Рубрика: