Çĕнĕ çул умĕн Улатăрта çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă. «Светлячока» кивĕ садикпе юнашарах çĕкленĕ. Лешĕ, 1948 çулта тунăскер, йывăçран пулнă. Халĕ ăна пăснă.
Культура çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май Хĕрлĕ Чутайсем «Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем» фестивале пухăннă. Ăна кăçалхипе тăххăрмĕш хут ирттернĕ. Наци культурине тата вырăнти йăла-йĕркене упраса хăварас, аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ фестивале. Асăннă тупăшура Атнарти «Айхал» ушкăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хÿтĕлес стратегие пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалласа Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренекенсем вăрçă ветеранĕсен сăнĕсене ÿкерме тытăннă. Преподавательсемпе студентсем ку ĕçе Леонид Захарович Петров портретĕнчен пуçланă. Вăл - отставкăри полковник.
2015 çулта, май уйăхĕнче, Çар Мухтавĕн музейĕнче çак ĕçсен куравĕ иртĕ. Каярахпа портретсене вăрçă ветеранĕсене парнелĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх пахча ĕçĕсем вĕçленсен республикăра çулсерен купăста фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Шупашкарта иртрĕ. Унта ватти-вĕтти хутшăнчĕ, юрласа-ташласа савăнчĕ.