Тĕп тĕллев - ачасен сывлăхĕ
Декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕсене хÿтĕлес стратегие пурнăçа кĕртме йĕркеленĕ координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ.
ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников ачасемпе çула çитмен çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе республикăра еплерех ĕçленине палăртнă. Паянхи кун 58 пин ытла вĕренекен ?47 процент% спорт шкулĕсенче, ятарлă клубсенче, çавăн пекех ача-пăча керменĕсемпе центрĕсенче ирттерекен занятисене çÿрет. Ачасемпе çамрăксен спортне аталантарасси чи кирлĕ çул-йĕр шутланать. 2015 çулта шкул çулĕнчи кашни иккĕмĕш ачана спорт секцине явăçтарма тĕллев тытнă.
ЧР физкультурăпа спорт министрĕ палăртнă тăрăх - ку тĕлĕшпе спорт класĕсем уçни усă кÿретех. Çакнашкал классенче расписани урăхларах: ачасем кунне пĕр-икĕ хутчен тренировкăра пулаççĕ. Унсăр пуçне Шупашкарти шкулсенче «Зарядка çăлтăрпа пĕрле» юхăм анлă сарăлнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен вара ачасем зарядкăна кашни кунах тухĕç.
ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ачасен ÿт-пĕвне пиçĕхтерес тĕллевпе 2014 çулта ял шкулĕсенче 40 спортзала çĕнетнине пĕлтернĕ. Шупашкарта бассейнсене çĕнетсе улăштарас тата шкул çумĕнче пысăк стадионсем тăвас программа ĕçлет.
«Физкультурăпа спорта аталантарас тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе нумай укçа уйăраççĕ. Çакă ача-пăчана тата çула çитмен çамрăка çирĕп сывлăх парать. Ку вăл пирĕншĕн - паянхи тĕп тĕллев», - çирĕплетнĕ хăйĕн шухăшне Михаил Игнатьев.
ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен витĕмлĕ вăйсене палăртнă. Ку тĕлĕшпе медицина çеç мар, çемье тата вĕренÿ учрежденийĕсен те яваплă пулмалла.
Ларура çавăн пекех Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Муркашпа Етĕрне районĕсенче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе пулса пыракан наци стратегине пурнăçа кĕртесси çинчен докладсем итленĕ.
Валентина МАКСИМОВА.