Валентин ГРИГОРЬЕВ

29 Çурла, 2014

Промышленноç: кăтартусем лайăхланнă

ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин коллегийĕ ĕнер Пĕтĕм Раççейри релестроенин ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче лару ирттерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна уçнă май республикăри промышленноç комплексĕнчи лару-тăру улшăнăвне сăнасах тăни çинчен пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич çичĕ уйăхри кăтартусемпе кăмăллă. Çулталăка аталану шайне чакармасăр пĕлтĕрхинчен 4% ирттерсе вĕçлеме чĕнсе каларĕ. РФ Промышленноç министерстви Шупашкарти трактор заводне пулăшма килĕшни çинчен хыпарларĕ.

21 Çурла, 2014

Кашни тĕл пулу - пĕлтерĕшлĕ

Ĕнер республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсене, хула округĕсене тăтăшах тухса çÿрет. Производство коллективĕпе, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçать. Кашниех пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшаççĕ.

19 Çурла, 2014

Чăваш хĕвелĕ айĕнче çитĕннĕ çимĕç пахарах, тутлăрах

Пĕр-пĕр çимĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхса çитĕннĕ çын ăна ĕмĕрĕпех юратса çиет, вăхăтлăха тăван енрен уйрăлсан - тунсăхлать. Яланлăхах куçса кайсан вара чăтайманран тата аса килсех тăнăран чăваш апатне хăй хатĕрлеме тытăнать.

18 Çурла, 2014

Сĕт хакĕ хăçан тивĕçтерĕ?

Ял çынни сĕт хакĕпе миçе çул ĕнтĕ кăмăлсăр. Хушăран ăна çырлахтарнă вăхăтсем те пулнă. Виçĕм çул çуллахи уйăхсенче сутăннă кашни литр сĕтшĕн пĕрер тенкĕ хушса тÿлени те. 2013-2014 çулсенчи хĕллехи тапхăрта ĕне çимĕçне йышăнакан предприятисем хака палăрмаллах хăпартни те.

13 Çурла, 2014

Муркашсен ыйтусем çивĕчленнĕ. Мĕншĕн?

Юлашки вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика халăхĕн пурнăçĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе районсене çитсе курчĕ. Вăрмарпа Канашра е Вăрнарта пулчĕ-и - кашни тĕл пулурах çынсем Михаил Васильевичпа чуна уçса калаçрĕç, пулăшу ыйтрĕç.

Pages