Валентин ГРИГОРЬЕВ

12 Çурла, 2014

Йăлтах пуçарулăхран килет

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР Правительствин АПК, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнче лару-тăру улшăннине хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комисси тата ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем РФ Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулхи çурлан 6-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм экономика мерисемпе усă курасси çинчен» Указне, РФ Правительствин 2014 çулхи çурлан 7-мĕшĕнчи йышăнăвне пурнăçлама ЧР территорийĕнче палăртакан мерăсем çинчен калаçрĕç.

2 Çурла, 2014

Ялсем пурăнаççĕ, малаллах аталанаççĕ

Виçĕм кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи хута кайнă объектсене çитсе курчĕ, тĕрлĕ коллектив ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Кÿкеç ен ытти çул та республикăн çурçĕр пайĕнчи районсем хушшинче производство кăтартăвĕсем тăрăх темиçе хут та мала тухнă, кăçал та сатурлăхĕ иксĕлмест.

1 Çурла, 2014

Хамăрăнне ытларпах сутмалла

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Правительство çуртĕнче МИХ ĕçченĕсемпе брифинг ирттерчĕ. Владимир Александрович Чăваш Енре туса кăларакан продукци, уйрăмах шурă эрех, федераци тата вырăнти пысăк суту-илÿ çурчĕсенче епле сутăннипе паллаштарчĕ. Кăтарту савăнтармасть. Хаяр шĕвек вырнаçтарнипе пулакан налук калăпăшĕ кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан чакнă. Хамăрăн алкоголь продукцине халăх патне çитерес çула саккунсăр майпа сутăнакан суррогат эрех самаях чăрмав кÿрет. Вăл йÿнĕ.

30 Утă, 2014

Уй-хир кунсерен пушанать

Республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсем пур районта та вырмана тухнă. Тыр-пул пиçсе çитнине тата техникăна хатĕрлесе çитернине кура пĕрисем - маларах, теприсем - каярах. Елчĕксемпе Хĕрлĕ Чутайсем, Муркашсемпе Шăмăршăсем хальлĕхе малта пыраççĕ. Ĕç хĕрсе пынине пула цифрăсем, паллах, улшăнма пултараççĕ.

Pages