Муркашсен ыйтусем çивĕчленнĕ. Мĕншĕн?

13 Çурла, 2014

Юлашки вăхăтра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика халăхĕн пурнăçĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе районсене çитсе курчĕ. Вăрмарпа Канашра е Вăрнарта пулчĕ-и - кашни тĕл пулурах çынсем Михаил Васильевичпа чуна уçса калаçрĕç, пулăшу ыйтрĕç.

Ытлари кун Муркашсен те ыйтса пĕлмелли нумай тупăнчĕ. Республика Пуçлăхĕ малтан Мăн Сĕнтĕре çитрĕ. "Чăвашагроинвестстрой" фирма" АХО кунта 2014 çулхи пуш уйăхĕнче 15 хваттерлĕ çурт тума тытăннă. Строительсем 4,5 уйăхрах ăна хута янă. Виçĕм кун тăлăх ачасен уяв çитрĕ. Вĕсене хваттер уççине пачĕç.

- Хĕрсемпе каччăсем малашне çĕнĕ технологипе тунă хăтлă хваттерсенче пурăнĕç. Вĕсем пурнăç йывăрлăхне, атте-анне ăшшисĕр çитĕнме çăмăл маррине туйса курнă ĕнтĕ. Çавăнпа та шанса тăратăп: эсир çирĕп те телейлĕ çемье çавăратăрах, ача нумай пулĕ. Тăлăх ачасен йышĕ çулсерен чакать. Хăшĕсене яваплăха туякансем хăйсен хÿттине илеççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев.

Телейлĕ çамрăксен ячĕпе хăйсене ырлăх кÿнĕшĕн тав туса Кристина Иванова çапла каларĕ: "Халĕ кашнийĕнех ĕмĕтленнĕ килĕ пур. Патшалăх пире пăрахманнине чăн-чăнах туйрăмăр".

Чул хула облаçĕнче çар тивĕçне пурнăçлакан Димитрий Волков Шупашкарти политехника институтĕнче вĕренекен Ирина Волгинăна юратни çинчен пĕлтерчĕ. "Пирĕн халĕ пурăнмалли кĕтес пур. Малашне пĕр-пĕринчен уйрăлмăпăр", - терĕ Дима савнă хĕрне пурин умĕнче те ăшшăн çупăрласа.

- Куратăр-и, куç умĕнчех çĕнĕ çемье çуралать, çапла пулмалла та, - савăнчĕ Михаил Васильевич. Çамрăксене телей сунчĕ.

Москакассинче те нумай хваттерлĕ çурт туса пĕтернĕ. "Пĕлтĕр çеç кунта никĕслĕх чавнă темĕн пысăкăш шăтăкчĕ, халĕ вара мĕнешкел капăр çурт ларать", - тĕрĕ Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.

"Ял хуçалăх территорийĕсен пĕр тикĕс аталанăвĕ" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Надежда Овчинникова, "Передовик" ЯХПК бухгалтерĕ Наджеда Федотова тата Ильич ячĕллĕ ЯХПК механизаторĕ Петр Степанов çĕнĕ хваттерлĕ пулчĕç.

- Тăлăх ачасем çеç мар, ял хуçалăх специалисчĕсем те патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Чăваш Ен Правительстви мĕн шантарнине йăлтах пурнăçлать, сăмаха çирĕп тытать. Паян акă виçĕ çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ", - терĕ Михиал Игнатьев.

Хваттер туянмашкăн патшалăх унăн хакĕн 70% саплаштарнă. Паллах, пысăк çăмăллăх ку ял çыннишĕн.

Республика Пуçлăхĕ çак ялтах вырнаçнă "Колокольчик" ача сачĕн пурнăçĕпе паллашса урама тухнă çĕре халăх йышлăн пухăнчĕ. Кашнин чуна кăшлакан ыйту пур. Пĕрисен çуртри шыв пăрăхĕсене 35 çул иртнĕ пулсан та улăштарман. Вырăн -вырăн çĕрнĕ, шыв сăрхăнать. Москакассинче нумай хваттерлĕ çурт темиçе те. Шăрăхра çынсем кухньăран е ваннăйран резина пăрăх тăсса çурт умĕнчи лаптăкра çитĕнекен пахча çимĕçе шăвараççĕ. Хăйсем шута илме счетчик та лартман. Çавăнпа таса шыв вăхăтран-вăхăт çитмест.

Çынсем хваттерте пурăннăшăн коммуналлă пулăшу тÿлевĕпе вăхăтра татăлаççĕ. Унăн виçи мĕн чухлĕ пулмалла - пĕлмеççĕ. Ăнлантаракан çук. Мĕншĕн тесен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем пухусем пачах ирттермеççĕ. Хăшĕ-пĕри ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ кам пулнине те лайăххăн пĕлмест. "Ăна эсир хăвăрах суйланă пулĕ, - кăсăкланчĕ Михаил Васильевич. - Вăл хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçламасть пулсан улăштарасси пирки шухăшлăр".

Муркаш район администрацине унччен "Герой" хуçалăх тилхепине чылай çул ăнăçлă тытса пынă Ростислав Тимофеев ертсе пырать. Шанчăклă, йĕркеллĕ çын. Апла пулсан та Ростислав Николаевич кашни ялти е кил-çуртри çитменлĕхсене пурне те епле асăрхайман? Тĕрĕссипе, вĕсене вырăнтах татса памалла. Республика Пуçлăхĕ патне çитерес çуках ĕнтĕ.

- Эпир Муркашсен ĕç-хĕл чиперех тесе шухăшланă, анчах сирĕн те йĕркесĕрлĕх темĕн чухлех иккен. Çивĕч ыйту чылай, - Чăваш Ен Пуçлăхне кĕтменлĕх шухăша ячĕ. Ростислав Тимофеева халăх кăмăлне тивĕçтерме, çитменлĕхсене пĕтерме хушрĕ. Тепре килсен тĕрĕслеме пулчĕ.

Виçĕм кун Михаил Игнатьев çавăн пекех кирпĕч заводĕнче, "Свобода" хуçалăхра, перекет банкĕнче, "Мария" трикотаж лавккинче, уйрăм çыннăн "Никита" тата "Чăвашавтотранспорт" предприятие пăхăнакан автостанцисенче, ял хуçалăх таварĕсен пасарĕнче, тĕп сыватмăшра пулма ĕлкĕрчĕ. Çав вăхăтрах федераци трассипе Мăн Сĕнтĕре çыхăнтаракан регион пĕлтерĕшлĕ асфальт çул мĕншĕн ванса тăнине уçăмлатрĕ. Михаил Васильевичшăн пĕр ĕçре те вак-тĕвеклĕх çук. Ку çулпа йывăр тиевлĕ "КамАЗ" автомашинăсем иртеççĕ иккен. 11-12 тонна таранах хăйăр турттараççĕ. Пĕрле 36 тонна таяççĕ. Кашни тĕнĕл /пурĕ виççĕ/ пуçне шутласан - 12 тонна. Нормăпа вара улттăран иртмелле мар.

Асфальт 30 градус шăрăхра 50-60 градус таранах хĕрет, кăнтăрла ирĕлет те. Йывăр автомашина, паллах, çула пусăрăнтарать, тарăн йĕр хăварать. Шыв-шур ăна çурать, лакăм-тĕкĕм пулать.

- Çул çинче йĕрке пулмаллах, - çирĕппĕн асăрхаттарчĕ Михаил Игнатьев. ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрне Владимир Филиппова яваплăха туйсах тăма, хăйне пăхăнакансенчен çирĕпрех ыйтма хушрĕ.

Кашмашра ял халăхĕ сĕт хакĕ пирки ÿпкелешсе калаçнине итлерĕ.

- Сĕте 13 тенкĕрен чакарса ан сутăр. Хăвăра хисеплеме вĕренĕр, - терĕ.

Перекет банкĕ çывăхĕнчи çÿп-çап савăчĕ тĕссĕрленнĕ. Ăна симĕс тĕспе сăрлама, тавралăха чечекпе илемлетме сĕнчĕ.

"Мария" лавкка ĕçченĕсем вара Михаил Всильевича хытах "кÿрентерчĕç". Автостанцисен çывăхĕнчех вырнаçнă та, республика Пуçлăхĕ çак çулпа иртессе чухламан-ши? Лавккана пырса кĕрес алăк умĕнчи картлашкасен хушшинче çум курăк çитĕнет. Çÿп-çап савăтне пушатман. "Çакнашкал илемсĕрлĕх халăха ăçтан илĕрттĕр ĕнтĕ", - тĕлĕнчĕ Михаил Игнатьев. Сутуçăсен республика Ертÿçи хăйсене çакăн çинчен килсе асăрхаттарасса кĕтмеллех пулнă-ши?

Кăнтăр апачĕ хыççăн район администрацийĕн çуртĕнче Михаил Игнатьев ертсе пынипе канашлу иртрĕ. Кун йĕркинче - районăн 2014 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Унпа администраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев паллаштарчĕ. Кăтартусем пĕтĕмĕшле илсен аван, анчах ЖКХ тытăмĕнче çивĕч ыйту чылай. Çĕнĕлĕхсем çинчен халăха ăнлантармаççĕ, хăйсен тивĕçĕсене манаççĕ. Çавăнпах хăш-пĕр управляющине улăштарас ыйту çуралчĕ.

Шалу çулленех хушăнать-ха, çамрăксене вăл çав-çавах тивĕçтермест. Ĕç укçине виçерен иртсе ÿстерме май çук, çавăнпа та мĕн пуррине тирпейлĕ тытма, перекетлĕ пурăнма вĕренмелле.

Муркаш Енре демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать. Пĕлтĕр малтанхи 6 уйăхра 290 ача çуралнă, кăçал - 305. Вилекенсен йышĕ 0,3% чакнă. Çав вăхăтрах уйрăлакансен кăтартăвĕ савăнтармасть. Пĕлтĕр I çур çулта 47 çемье уйрăлнă, кăçал - 51. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Чи малтан упăшкипе арăмĕ хушшинче хутшăнусем çивĕчленнипе, ĕçкĕ-çикĕпе айкашнипе, кĕвĕçнипе, хĕрсем çамрăклах хырăм пăрахнăран кайран ача çуратайманнипе ăнлантармалла пулĕ. Тĕрĕссипе, пĕр-пĕрне юратса пĕрлешсен те çемьене упрайманни йăлтах хăйсенчен килет.

Хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ чакать. Çавна май аш-какай туса илессипе, сĕт сăвассипе кăтарту пĕчĕкленнĕ. 52 ферма хуçасăр. Мĕн тумалла вĕсемпе? Аграрисен кун пирки тĕплĕн шухăшламаллах.

Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче республикăра "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери V форум иртет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Муркашсене ăна хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Çавна май çынсем сывă пурнăç йĕркине епле тытнипе кăсăкланчĕ: чĕлĕм туртакан йышлă-и?

Районти тĕп сыватмăшĕн тĕп тухтăрĕ Владислав Данилов арçынсен - 35, хĕрарăмсен 3-5 проценчĕ туртнине пĕлтерчĕ. Киревсĕр йăларан хăтăлма чĕнекенсем - тухтăрсем, педагогсем - пируспа айкашмаççĕ-и? Шел те, тупăнкалаççĕ иккен. "Туртакан врачсемпе учительсене ĕçре тытмалла мар, - терĕ Михаил Васильевич. - Пирĕн Правительствăра никам та туртмасть". Çакăн пирки тĕтĕм-сĕрĕм мăкăрлантаракансен шухăшласа тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума вăхăт.

Муркашра ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕнче Николай Никитин ĕçленĕ чухне район центрĕ чечек айнех пулнăччĕ, ырă ята тивĕçнĕччĕ. Кăçал вара çак илем таçта кайса кĕнĕ.

- Мĕн, кахаллантăр-им? Хăвăр район центрĕнче пурăннине, кунта хăнасем килсех тăнине ан манăр. Çум курăка вара ашкăнма памалла мар, - терĕ Михаил Васильевич.

Çав çул чечек нумай ÿстерни Муркашра Республика кунне ирттернипе çыхăннă. Уяв пулнă та - кайран йăлт маннă темелли çеç юлать кун хыççăн. Тĕрĕссипе, çитменлĕхсен тĕп сăлтавне хамăртах шырамалла. Айккинчен кам та пулин килсе каласса-систерессе кĕтекен пултăмăр, çав вăхăтрах яваплăха туймастпăр. Паян тата çитес кунсенче мĕн тумалли пирки сахалрах шухăшлатпăр. Хĕтĕртекен кирлĕ пире. Унсăрăн çывăрсах каятпăр, кахалланатпăр.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Дмитрий БАРЫШОВ сăн ÿкерчĕкĕ