Римма ГУРЬЯНОВА

13 Чÿк, 2015

Литература çулталăкĕнчен Кино çулне - «Асам» фестивальпе

Раççейре килес 2016 çула Кино çулталăкĕ тесе паллă тума йышăннине нумайăшĕ пĕлет те ĕнтĕ. Çакна шута илсех-тĕр чÿк уйăхĕн 16-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен «Асам» фестивальне ирттерме палăртнă. Кун пекки Чăваш Енре - пĕрремĕш хут.

13 Юпа, 2015

Каçалсем ентешне чăнласах сума сăваççĕ

Мухтавлă ентешĕн 100 çулне Комсомольски районĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем унăн тăван ялĕнче Вăрманхĕрри Чурачăкра паллă тунă. Малтанах вĕсем Хырхĕрри ялĕн библиотекинче вулакансемпе тĕлпулу ирттернĕ.

28 Авăн, 2015

Пултаруллисем харăсах темиçе ĕç сĕнме пултараççĕ

ЧР Культура министерстви чăвашсен паллă драматургĕ тата композиторĕ Федор Павлов палăкĕ валли хатĕрленĕ проектсен чи лайăх эскизне суйласа илесси малалла пыни çинчен пĕлтерет. Конкурса хутшăнакан ĕçсене декабрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ /ноябрĕн 30-мĕшĕ - юлашки кун/. Проектсене Шупашкарти Президент бульварĕнчи 17-мĕш çуртри 412-мĕш пÿлĕме çитерсе памалла. Ăсталăх ăмăртăвне хутшăнакансем харăсах темиçе ĕç сĕнме пултараççĕ. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон: 8/8352/ 64-20-68.