Каçалсем ентешне чăнласах сума сăваççĕ

13 Юпа, 2015

Мухтавлă ентешĕн 100 çулне Комсомольски районĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем унăн тăван ялĕнче Вăрманхĕрри Чурачăкра паллă тунă. Малтанах вĕсем Хырхĕрри ялĕн библиотекинче вулакансемпе тĕлпулу ирттернĕ. Библиотека ĕçченĕ Валентина Боровкова Куçма Турханăн кун-çулĕпе паллаштарнă, тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова, чăваш литературине вĕрентекен Ирина Степанова, Асанкасси ял библиотекарĕ Надежда Козлова пултаруллă çыравçăн халăх аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен каласа панă. Елена Хораськина библиотекарь писателĕн кашни кĕнекипе тĕплĕн паллаштарнă.

Библиотекарьсем хăйсен чун пăшăрханăвне те уççăнах пĕлтернĕ: шел пулин те, вăхăт чылай иртнĕ пирки Куçма Турхан кĕнекисем библиотекăсенче сахал упранса юлнă, ентешĕн пултарулăхĕпе вулакансем юбилей тĕлне ятарласа Наци библиотекинчен «Йăмраллă ял», «Кĕтне хĕрринче», «Çĕр суранĕ» кĕнекесене илсе килнĕ май кăна тĕплĕнрех паллашма пултарнă иккен.

Хырхĕрринчи вăтам шкул вĕренекенĕсем Юля Коноваловăпа Настя Пушкина «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман сыпăкĕсене пăхмасăр каласа панă.

«Куçма Турхан çуралнă яла, вăл пурăннă кил-çурт умне çитсе курни, ăна лайăх пĕлнĕ çынсемпе калаçни çыравçă шухăш-кăмăлне ытларах ăнланма, пултарулăхне хаклама пулăшрĕ», - хыпарлаççĕ библиотекарьсем.

Римма ГУРЬЯНОВА

Рубрика: