Пултаруллисем харăсах темиçе ĕç сĕнме пултараççĕ

28 Авăн, 2015

ЧР Культура министерстви чăвашсен паллă драматургĕ тата композиторĕ Федор Павлов палăкĕ валли хатĕрленĕ проектсен чи лайăх эскизне суйласа илесси малалла пыни çинчен пĕлтерет. Конкурса хутшăнакан ĕçсене декабрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ /ноябрĕн 30-мĕшĕ - юлашки кун/. Проектсене Шупашкарти Президент бульварĕнчи 17-мĕш çуртри 412-мĕш пÿлĕме çитерсе памалла. Ăсталăх ăмăртăвне хутшăнакансем харăсах темиçе ĕç сĕнме пултараççĕ. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон: 8/8352/ 64-20-68.

Палăка Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищи умне лартма палăртаççĕ. Мĕншĕн унта? Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелĕнче çуралнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Федор Павлов - çак вĕренÿ заведенийĕн чи малтанхи преподавателĕсенчен пĕри пулнă. 1929 çулта училище «музыка техникумĕ» ятпа уçăлнă. 1930 çулта Федор Павлов Ленинградри Н.А.Римский-Корсаков ячĕллĕ патшалăх консерваторине вĕренме кĕнĕ. Чăваш музыка шкулне уçас ĕçе хастаррăн хутшăннă ăста композитор тата чăваш хорне йĕркелесе янă дирижер, шел те, туберкулез чирне пула 1931 çулта çамрăклах вилнĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче Сочири санаторире ĕмĕрлĕхе куçне хупнă Федор Павловăн вилтăпри ăçтине халĕ те тупса палăртман-ха…

Чăваш литературине «Ялта» драмăпа тата «Судра» комедипе, юрă-кĕвĕ тĕнчине «Вĕлле хурчĕ» юрăпа тата симфони оркестрĕпе калама çырнă «Сăрнайпа палнай» фантазипе кĕрсе юлнă Федор Павлов, паллах, Чăваш Республикин тĕп хулинче чаплăран та чаплă палăка тивĕç. Çавăнпа та конкурс çÿллĕ шайра, кирлĕ-кирлĕ мар вĕчĕрхенÿпе кĕвĕçÿсĕр, чи кирлине сиктерсе хăварма хĕтĕртекен вак-тĕвексĕр иртессе, унта чи ăста скульпторсем хутшăнасса шанас килет.

Римма ГУРЬЯНОВА

Рубрика: