Петр СИДОРОВ

2 Чÿк, 2016

Тĕнче чемпионатĕнчен - пилĕк ылтăн медальпе

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Казахстанри Актобе хулинче кире пуканĕ йăтассипе тĕнчен XXIV чемпионачĕ иртнĕ. Унта 32 çĕршыври 600 ытла атлет вăй виçнĕ.

19 Юпа, 2016

Асрах-ха çав турнир

1980 çулсен варринче Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ «Урожай» физкультурăпа спорт обществин республикăри канашĕн ертÿçисем В.С.Шоркинпа Р.Я.Камалетдинов пуçарнипе «Коммунизм ялавĕ» /1991 çултанпа — «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарта тата Улатăрта иртнĕ пирвайхи ту

12 Юпа, 2016

«Хыпар» хаçат парнисемшĕн – 33-мĕш хут

Хаçатăмăрăн йăлана кĕнĕ турнирне хатĕрленме пуçланă май Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕнчи çирĕп вăй-халĕпе палăрса тăнă Çтаппан аса килчĕ.

6 Юпа, 2016

Пултаруллă композитора чысларĕç

Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕ Николай Сергеевич Карлин хăй вăхăтĕнче тăван колхозра та, шкулта та, Етĕрне тата Красноармейски районĕсенчи культура çурчĕсенче те, Шупашкарти предприятисемпе 4-мĕш профтехучилищĕре те ĕçленĕ. Вăл - тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пултаруллă çын. Николай Сергеевич шкулта ачасене вĕрентнисĕр пуçне сăвă-юрă çырать, калавсем, балладăсем, легендăсем хайлать. Темиçе кĕнеке пичетлесе кăларма мехел çитерчĕ. Унăн çепĕç те, чуна пырса тивекен юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, халăх хорĕсем, Атăл тăрăхĕнчи професионал ушкăнсем шăрантараççĕ.

5 Юпа, 2016

Кĕрхи стартсем ăнăçлă иртеççĕ

Çак кунсенче Оренбургра çăмăл атлетика кросĕ енĕпе çĕршыв чемпионачĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре малти виçĕ вырăна Пушкăртстан, Чăваш Ен тата Мускав хулин пĕрлештернĕ командисем йышăннă.

Pages