«Халăх вĕрентекенне» окладăн 40% таран тӳлевпе хавхалантарĕç
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2022 çулхи ĕçĕн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн паракан гранта ку хутĕнче Шупашкар хулин тата Çĕрпӳ, Красноармейски муниципалитет округĕсен администрацийĕсем илĕç. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.