Надежда СМИРНОВА

17 Нарăс, 2017

Çутă ĕмĕтлисен çĕршывне пуянрах тăвассишĕн...

Николай Ишентей ку чухнехи чăваш литературинчи сумлă ятсенчен пĕри. 64 çул каялла Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕнче çуралнă. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ пухнă, çарта пулнă. Производствăра вăй хунă вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăсне туптанă. Пурнăçăн вун-вун авăкĕнче хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ. Çав тапхăртах пултарулăх лаççинче те чылай çитĕнÿ тунă, вулакана 20 ытла кĕнеке парнеленĕ. Вăл — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. «Литературăллă Чăваш Ен — чи лайăх вуланакан кĕнеке» конкурсра унăн кĕнекисем тăватă хутчен малти вырăна тивĕçнĕ. Ачасемпе çамрăксем валли çырнă кĕнеке алçырăвĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçи. Хальхи вăхăтра çыравçă «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлет, «Капкăн» кулăш журналне редакцилет.

14 Нарăс, 2017

«Несĕлсен юррисем» Европăра янăраççĕ

Çак кунсенче Наци библиотекинче Мария Васильевнăпа Алексей Анисимович Асламассен асăну каçĕ иртрĕ. Вулакансем астăваççĕ пулĕ-ха: иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче ЧАССР тава тивĕçлĕ ĕçченне Мария Асламаса юлашки çула ăсатма Чехирен килнĕ ывăлĕ Алексей те çĕре вăхăтсăр кĕнĕччĕ. Шăпах салху çак самант пуçтарчĕ те вĕсен тăванĕсене тата Асламассен пултарулăхĕпе кăсăкланакансене вулавăша.

14 Нарăс, 2017

Çамрăксен театрĕнче - «Капитан хĕрĕ»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче çак кунсенче иртнĕ премьера — «Капитанская дочка» спектакль — вырăссен чаплă поэтне, хальхи вăхăтри вырăс чĕлхин никĕслевçине асра тытса пуç тайни. Шăпах çак кунсенче — 180 çул каяллахи нарăсăн 10-мĕшĕнче — Александр Пушкин çут тĕнчерен уйрăлнă. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ, чĕлхи яка та илемлĕ, хайлавĕсем чăн пурнăçран.

7 Нарăс, 2017

«Сăмахĕ - вилĕмсĕр йышши...»

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай... Кам вăл пирĕншĕн, паян пурăнакансемшĕн? Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çинчен? Унăн хайлавĕсем 57 чĕлхепе янăраççĕ, ССР Союзĕнчи 53 çыравçăн, чикĕ леш енчи 89 авторăн 500 ытла произведенийĕсене чăвашла е вырăсла куçарнă. Хусанкайăн поэзи еткерĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ.

27 Кăрлач, 2017

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн "Çуралнă çĕршыва" сăввинче çапла çырнă:

Тавах сире, мана çĕр ачине —
Поэт туса çитернĕ çĕр-шывсем:
Чĕлхемĕр хăватне шыра-шыра
Куçа хупмасăр ларнă каçăмсемшĕн,
Асапшăн, савăнăçшăн, тÿсĕмшĕн;
Хура кун-çуллă, тĕшмĕшпе пăтрашнă
Этемлĕх тĕпĕнчен çынлăхалла —
Ăспа çиçсе тăран тÿпенелле—
Çунат хушса çĕкленнĕ кăмăлшăн;
Хура тăпра çине çарран тăрса
Пĕрремĕш хут ура ярса пуснишĕн,
Тăвар сапса тыттарнă тертлĕ, тарлă
Ыраш çăкрин чи малтанхи чĕллишĕн,
Атте-анне чĕлхипеле каланă
Чи малтанхи сăмахшăн — тав! Тавах!

Pages