Комментари хушас

14 Нарăс, 2017

Çамрăксен театрĕнче - «Капитан хĕрĕ»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче çак кунсенче иртнĕ премьера — «Капитанская дочка» спектакль — вырăссен чаплă поэтне, хальхи вăхăтри вырăс чĕлхин никĕслевçине асра тытса пуç тайни. Шăпах çак кунсенче — 180 çул каяллахи нарăсăн 10-мĕшĕнче — Александр Пушкин çут тĕнчерен уйрăлнă. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ, чĕлхи яка та илемлĕ, хайлавĕсем чăн пурнăçран.

Çамрăксен театрĕ поэтăн пысăк калăпăшлă юлашки произведенине çĕнĕ пурнăç парнелерĕ. Повеç никĕсĕнче — паттăр капитанăн Иван Мироновăн хĕрĕпе Мария Мироновăпа Петр Гринев офицерăн черчен юратăвĕ. Пугачев пăлхавĕ Раççей тăрăх хум пек сарăлса Шурхула крепоçне те пырса çитнĕ. Шăпах çакăнта службăра тăнă та Гринев-кĕçĕнни.

Юрату çирĕплĕхне мĕнле майпа тĕрĕслеме, хаклама пулать-ха? Чыспа, тасалăхпа. Вĕсене суйласа илсен çеç тĕрĕс çулпа утма май пуррине пĕлетпĕр-ха, анчах та пурнăçра çапла та килсе тухать-çке: «Чыспа утан — вилĕм тупан, чыса хирĕç каян — сывă юлан». Акă мĕнле кăткăс лару-тăрăва лекеççĕ произведенири геройсем.

Инсценировка авторĕ, спектакль режиссер-постановщикĕ — Мари Эл искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Василий Пектеев Çамрăксен театрĕн актерĕсемпе тар тăкса ĕçлени куç умĕнчех. Спектакль кура­кан умне тухрĕ кăна пулин те вăл ăна хумхантарма, канăçсăрлантарма, шухăшлаттарма, тыткăнлама пуçларĕ те. Ăнăçу никĕсĕ — актерсен ĕненмелле вылявĕнче. Владимир Свинцов /Петр Гринев/ çамрăк офицерăн тата пĕрремĕш юрату авăрне лекнĕ çамрăкăн сăнарне ĕненмелле калăпларĕ. Алина Зайцева /Маша Миронова/ тата мĕнле хÿхĕм, черчен. Унăн кăмăлĕ, юратăвĕ мĕн тери таса тата пысăк пулнине ĕнентерме ытлашши нимех те кирлĕ мар, актрисăн хумханакан, кăкăрĕнчен тытăнарах тухакан сасси хăех хĕр чĕринчи кăвара ĕненмелле уçса парать. Савельич тарçа /Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павлов/ курасчĕ тата сирĕн. Кашни сăмахĕ, хусканăвĕ чуна çывăх.

Спектакле илемлетнĕ кĕвĕ-çемĕ те, артистсем çинчи тум та спектакль пĕлтерĕшне, сумне çĕклеççĕ, вăйлатаççĕ. Иккĕленÿ çук, шкул ачисем, студентсем, вĕрентÿçĕсем асăннă ĕçпе киленсе паллашĕç. Шел, ăна вырăсла лартнă. Кунта çак саманта та — вырăс шкулĕнче вĕренекенсене те театра явăçтарассине — шута хунă пулĕ.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.