«Сăмахĕ - вилĕмсĕр йышши...»
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай... Кам вăл пирĕншĕн, паян пурăнакансемшĕн? Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çинчен? Унăн хайлавĕсем 57 чĕлхепе янăраççĕ, ССР Союзĕнчи 53 çыравçăн, чикĕ леш енчи 89 авторăн 500 ытла произведенийĕсене чăвашла е вырăсла куçарнă. Хусанкайăн поэзи еткерĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ.
Ун çинчен кĕскен каласа кăтартма çук. Çулсем иртнĕçемĕн Петĕр Хусанкайăн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă уявра.
Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.
Кĕçех хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрлекен театрăн сцени çинче поэтăмăрăн сăввине вуларĕç, ун сăмахĕсемпе хывнă юрăсене шăрантарчĕç, Хусанкайăн тăван литературăри пĕлтерĕшне хак пачĕç. Телее, ăна астăвакансем, курнăçса калаçнă çынсем пур-ха.
Мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Петĕр Хусанкайăн шухăш-кăмăлне, чунне, халăхăн тарăн философине уçса паракан «Тилли юррисем» ярăмри çаврăмсене çулне кура мар хăватлăн та уççăн янраттарчĕ:
Çак сăмахсем хыççăн залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç, сцена çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăпарчĕ. Вăл Вера Кузьминичнăна чечек çыххи пачĕ, пултарулăхĕшĕн, Хусанкай ятне сÿнме паманшăн тав турĕ, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Петр Петрович пирки, тĕнче шайлă талант çинчен калаçма çăмăл маррине палăртрĕ. «Хăйĕн ĕçĕсенче тăван халăха чунтан юратса çырнă поэт поэт çеç мар — публицист та, философ та, куçаруçă та... Нумай-нумай ыррине çеç калама пулать Петĕр Хусанкай çинчен. Эпир, паян пурăнакансем, унăн ĕçне малалла тăсатпăр. Писательсемпе искусство çыннисене май килнĕ таран укçа-тенкĕпе пулăшатпăр, ачапча валли тăван чĕлхепе литература пичетлессине чакармастпăр. Ку енĕпе федерацин тĕрлĕ программине хутшăнатпăр», — терĕ Михаил Васильевич.
Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ çинчен Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер чуна пырса тивмелле каларĕ.
— Пысăк поэтсене пуç тайнă чухне эпир вĕсем кампа туслă çыхăнура тăнине те пăхатпăр. Петĕр Хусанкай Элкере хисеплет, ăна «Ушкăн çăлтăртан» асли тесе чыслать, унтан Шелепие кĕреке пуçне лартать, вăйă картинче тăракан тантăшĕсен ĕçне-хĕлне тишкерсе хак парать, Миттана, Алкана, Сироткина, Хирпÿ композитора, ыттисене ăшă йĕркесем халаллать. Вырăссенчен Пушкина, Лермонтова, Грибоедова, Блокпа Ахматовăна, Маяковскипе Есенина çывăх курать. Тĕнче поэзийĕнче Хусанкайшăн Руставели, Навои, Низами, Шекспир, Ботев, Мицкевич, Бараташвили, Николас Гильен, Исаакян хаклă. Унăн совет поэзийĕнчи çывăх тусĕсем — Алексей Сурков, Эдуардас Межелайтис, Ян Судрабкалы, Расул Гамзатов, Кайсын Кулиев, Давид Кугультинов, Муса Джалиль, Мустай Карим, Сильва Капутикян... Ак мĕнле чечек кăшăлĕнчен çеçкеленнĕ Хусанкай поэзийĕ, — пĕтĕмлетрĕ Юрий Сементер.
Уявра поэтăн тăван кĕтесĕнчен те хăнасем пулчĕç. Вĕсенчен пĕри — Тутарстан Писательсен союзĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Рамис Айметов.
Рамис Киямович хăйĕн сăмахĕнче Петĕр Хусанкай тутар çыравçисемпе тытнă туслă çыхăну пирки чарăнса тăчĕ. Хусанта 1960 çулта поэтăн «Дуслар белен» /«Туссемпе»/ тутарла пичетленсе тухнă. Куçаруçăсенчен чылайăшĕ — Шараф Мударис, Заки Нури, Хасан Туфан, Салих Баттал Петĕр Хусанкайпа туслă пулнă, чăвашла пĕлнĕ.
— Çакăн пек туслăх мухтава тивĕç, ăна малалла тăсмалла, — терĕ Хусанран килнĕ хăна. — Çапла тăватпăр та. Хусанкай Такташ çинчен çырнă сăвăсем, Ухсай Муса Джалиле халалланă йĕркесем, Хасан Туфан Хусанкайпа Ухсая пуç тайса шăрçаланă сăвăсем — литературăсене çеç мар, халăхсен чĕрисене те çыхăнтараççĕ.
Петĕр Хусанкайăн ывăлĕ Атнер Петрович мĕнле хаклать-ха, йышăнать-ха ашшĕн ĕçĕсене?
— Атте çапла каланăччĕ: «Хама канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравне Пушкинра тупатăп». Эпĕ вара пурнăçри тĕрлĕ ыйту хуравне Хусанкайран илетĕп. Унăн кĕнекисем манăн ĕç сĕтелĕ çинчех. Хусанкайра йăлтах пур: поэзи жанрĕсем те, универсаллă чĕлхи те, философиллĕ шухăшлав та, — терĕ Атнер Хусанкай. — Мана халалланă «Аптраман тавраш» сăвăра çакăн пек йĕркесем пур:
Пирĕн пурин те, уйрăмах манăн, тĕпчемелле, шырамалла. Чăваш малашлăхĕшĕн, чĕлхе аталанăвĕшĕн.
«Шанчăк — сирте, — тенĕ пурнăç тути-масине лайăх астивнĕ поэтăмăр. — Эпир чăваш чĕлхипе кăкарăннă яланлăха пĕрле. Эпир — сăмах çыравçисем, сăмахĕ — вилĕмсĕр йышши!»
Ĕнер те, паян та, ыран та çак сăмахсенчен кам лайăх калама пултарĕ? Никам та. Вăл — Хусанкай.
Надежда СМИРНОВА.
Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕ