М.ЮРЬЕВ

27 Утă, 2015

Муркаш тăрăхĕнче те хака хăпартнă

"Килти хуçалăхсем сутакан сĕтшĕн июль уйăхĕн 15 кунĕнче 20 пус хушса тÿлерĕмĕр, - пĕлтернĕ Муркаш район администрацийĕ ирттернĕ канашлура "Универмаг" ООО директорĕ А.Волков. - Халĕ кашни литршăн 13 тенкĕ паратпăр".

Районта продукци пухакан организацисем июль варри тĕлне сĕт туянасси пирки килти хуçалăхсемпе 1,5 пин килĕшÿ çирĕплетнĕ. "Пайтаçăсен пĕр пайĕ ĕне усракансенчен хăшпĕрне сĕтĕн çу хисепне пăхса укçа хушса парать", - пĕлтернĕ райадминистраци специалисчĕ Л.Боярнова.

7 Утă, 2015

Археологсем йĕркене пăснă

Хуралçăсем июнĕн 2-мĕшĕнче "Сăрçи" заповедникăн Улатăр лаптăкĕнче Йĕпреçре пурăнакан икĕ çамрăк çĕр чавнине асăрханă. Кĕреçесемпе, тăпра айĕнчи тимĕре туйса сасă паракан хатĕрпе усă курнă. Алтса ĕлĕкхи-авалхи япаласем кăларнă - федерацин заповедника тата культура еткерлĕхне хÿтĕлемелли саккунĕсене пăснă.

Патшалăх инспекторĕсем вĕсем археологсем пулнине палăртнă, саккуна пăсни пирки протокол çырнă. Административлă ĕç пуçарса штраф тÿлеттерме йышăннă.

2 Утă, 2014

Çĕннине курса таврăннă

ЧР Ял хуçалăх министерствин инноваци пайĕн ертÿçи Владимир Васильев, Комсомольски районĕнчи "Çĕр улмине мухтав" агрофирма ĕçченĕсем Алексей Селиванов, Олег Мартышин, Марат Камальдинов, Вăрмар райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Дмитрий Ивановпа Иван Иванов фермер, Красноармейски районĕнчи "Таябинка" агрофирмăн тĕп агрономĕ Елена Николаева, "Байер" компанин республикăри представителĕсен, "Востокпа" "Альфа-агро" обществăсен менеджерĕсем Чул хула облаçĕнчи Городец районĕнчи Аксентис поселокĕнче иртнĕ Çĕр улми кунне хутшăннă.