Археологсем йĕркене пăснă

7 Утă, 2015

Хуралçăсем июнĕн 2-мĕшĕнче "Сăрçи" заповедникăн Улатăр лаптăкĕнче Йĕпреçре пурăнакан икĕ çамрăк çĕр чавнине асăрханă. Кĕреçесемпе, тăпра айĕнчи тимĕре туйса сасă паракан хатĕрпе усă курнă. Алтса ĕлĕкхи-авалхи япаласем кăларнă - федерацин заповедника тата культура еткерлĕхне хÿтĕлемелли саккунĕсене пăснă.

Патшалăх инспекторĕсем вĕсем археологсем пулнине палăртнă, саккуна пăсни пирки протокол çырнă. Административлă ĕç пуçарса штраф тÿлеттерме йышăннă.

Çутçанталăкăн федераци, республика, район шайĕнчи уйрăмах сыхлакан талккăшĕсенче чĕрчун тытма, курăк çулма, милĕк касма, çĕр чавма, вĕсенчен тăпра турттарма юрамасть.

М.ЮРЬЕВ

Автор: