Муркаш тăрăхĕнче те хака хăпартнă

27 Утă, 2015

"Килти хуçалăхсем сутакан сĕтшĕн июль уйăхĕн 15 кунĕнче 20 пус хушса тÿлерĕмĕр, - пĕлтернĕ Муркаш район администрацийĕ ирттернĕ канашлура "Универмаг" ООО директорĕ А.Волков. - Халĕ кашни литршăн 13 тенкĕ паратпăр".

Районта продукци пухакан организацисем июль варри тĕлне сĕт туянасси пирки килти хуçалăхсемпе 1,5 пин килĕшÿ çирĕплетнĕ. "Пайтаçăсен пĕр пайĕ ĕне усракансенчен хăшпĕрне сĕтĕн çу хисепне пăхса укçа хушса парать", - пĕлтернĕ райадминистраци специалисчĕ Л.Боярнова.

Районти килти хуçалăхсенче сăвакан 6200 ĕне шутланать. Ку - мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенчи ĕнесен 74%. Муркашсем кăçалхи çур çулта пурĕ - 21500, вăл шутра килти хуçалăхсенче 16600 тонна /77%/ сĕт туса илнĕ.

Чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Н.Яковлева ветеринарсем сĕт пахалăхне графикпа килĕшÿллĕн палăртнине, тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе продукци пуçтаракансене, турттаракансене вăхăтра тивĕçтернине пĕлтернĕ.

 

М.ЮРЬЕВ

Рубрика: 
Автор: