Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

29 Çу, 2017

Ÿкекен те, наркăмăшланакан та пур

Ача-пăчапа сыхă пулмаллине кашни ашшĕ-амăшĕнех асра тытмалла. Пуçа çавăрнă е куçа хупса илнĕ вăхăтра та инкеке çакланма пултарать вăл. Çапах мĕне пула больницăна лекет-ши ывăл-хĕр? Е тĕпренчĕкĕн пурнăçĕ мĕншĕн вăхăтсăр татăлать-ши?

22 Çу, 2017

Пурнăç хуçисем

Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем çурт çĕклеме ÿркенмеççĕ. Çамрăксем тăрăшнипе çĕнĕ урамсем йĕркеленеççĕ. Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» умлă-хыçлă килни те савăнтарать ял-йыша.

Çул хĕрринчех арçынсем мунча пури пуралаççĕ. Иртен-çÿрене хыр шăрши  илĕртет. Инçех мар хăма çурса савалаççĕ. Ĕç тĕлне пĕлекенсем вăхăта ахаль ирттерменни куç кĕрет.

Pages