Комментари хушас

10 Çу, 2017

Янрал арçынĕсем

Çак эрнере Наци библиотекинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен, çар династийĕсен слечĕ иртрĕ. Чи малтанах вĕсем волонтерсемпе, шкул ачисемпе пĕрле Иван Яковлев скверĕнче тăшмана çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалласа 72 туя лартрĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов аллея çулран çул пысăкланасса шаннине каларĕ. Вăл вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисене çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшнăшăн тав турĕ.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева шкулсенче, ача сачĕсенче ветерансемпе, çар çыннисемпе тĕл пул йĕркеленине палăртрĕ. Шăпах вĕсем истори саманчĕсене куç умне кăларма, çĕнтерÿ тутине туйса илме пулăшаççĕ.

Слетра Александр Зимин, Григорий Охотников, Леонид Петров, Юрий Петров, Александр Рыбаков вăрçă ветеранĕсен кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Александр Рыбакова, 10-мĕш класс вĕренекенне, тĕслĕхрен, урокранах вăрçа илсе кайнă. Ун чухне çамрăк учительница чÿрече енне çаврăнса макăрса юлнă. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.