Лариса ПЕТРОВА

16 Пуш, 2020

Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев — фристайл енĕпе Раççей чемпионĕсем!

Миасри /Челябинск облаçĕ/ "Солнечная долина" сăрт-ту трассинче фристайл енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Спортсменсем слоуп-стайл тата биг-эйр дисциплинăсенче тупăшнă.

12 Пуш, 2020

Коронавирусран асăрханар

«Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче коронавирус инфекцине асăрхаттаракан тата ăна аталанасран чаракан штаб йĕркеленнĕ. Кун пирки компани правленийĕн председателĕ-генеральнăй директорĕ Олег Белозеров пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ сетьри селектор канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

7 Кăрлач, 2020

Раштав кĕлли иртет

Паян чӑвашсем авалтан пыракан Сурхури уявне паллӑ тӑваҫҫĕ. Христос тĕнне йышӑннӑранпа ӑна Христос ҫуралнӑ кунĕпе ҫыхӑнтараҫҫĕ.
Ҫак вӑхӑтра Шупашкарти Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче Раштав кĕлли иртет. Ӑна Чӑваш митрополийĕн пуҫлӑхĕ, Шупашкар тата Чӑваш митрополичĕ Варнава ирттерет.
Раштав кĕллине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев та хутшӑнать. Ҫакна та палӑртмалла, кĕлĕсен вӑхӑтĕнче Украинӑшӑн лӑпкӑ пурнӑҫ ыйтни те пулчĕ. Ку ыйту ҫĕршыври пур чиркĕве те хумхантарать.

6 Ака, 2017

Максим амăшĕн концерчĕсенче кăна юрлать

Чăваш эстрада юрăçин Полина Борисовăн ывăлĕ Максим Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕнче 3-мĕш класра кăна вĕренет-ха, апла пулин те чăн-чăн пăхаттир пек курăнать. Ахальтен-им вăл спортпа туслă, йывăр атлетикăра çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать?

30 Пуш, 2017

Кобзонпа пĕрле юрланă

Вăл фортепиано калать. Классика музыкине пуринчен ытла юратать. Музыкăри пур жанрпа та кăсăкланать, мĕншĕн тесен кашниех хăйнеевĕрлĕ-çке. Ксения Гришина «Кĕмĕл сасă-2015» фестивальте Гран-при тивĕçнĕ, «Тăван тата патшалăх чĕлхипе юрлатпăр» Раççей конкурсĕнче çĕнтерсе Кремльте Хисеп хучĕ илнĕ, кăçал вара «Мускав-Гамбург» Пĕтĕм тĕнчери конкурсра çĕнтернĕ, çавна май ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тĕп телекурав йĕркелекен концерта «Майский вальс» юрăпа хутшăнĕ. Кусем — маттур пикен çитĕнĕвĕсен пĕчĕк пайĕ кăна-ха.

Pages