Максим амăшĕн концерчĕсенче кăна юрлать

6 Ака, 2017

Чăваш эстрада юрăçин Полина Борисовăн ывăлĕ Максим Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕнче 3-мĕш класра кăна вĕренет-ха, апла пулин те чăн-чăн пăхаттир пек курăнать. Ахальтен-им вăл спортпа туслă, йывăр атлетикăра çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать? Хăйне кура сасси те питĕ вăйлă-çке! Кукашшĕ, Геннадий Борисов хормейстер, çырса кĕвĕленĕ «Эй-хей, тихасем!» юрра мĕнлерех мăнаçлă шăрантарать Максим!

Хитре çи-пуç, пушмак

Паллах, юрă-кĕвĕпе туслă çемьере ӳсни хăйĕн çимĕçне паратех. Максим çут тĕнче курнăранпах музыкăпа сывлать тесен те йăнăш мар. Çут çанталăкри сасăсене тимлĕ итлет вăл, тепĕр чухне чакак сасси те ăна асамлăн туйăнать. Çакă чĕрере ырăлăх туйăмĕ вăратать, пултарулăх хĕлхемне вăй парса тăрать.

— Эпĕ кукаçипе аннерен тĕслĕх илетĕп, — тет арçын ача. — Вĕсем сцена çинче хăйсене мĕнле тытни мана питĕ килĕшет: юрлаççĕ кăна мар, ташлаççĕ те. Манăн та çавăн пекех пултаруллă пулас килет.

Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпех Максим Елчĕкри музыка шкулне çӳрет, Валерий Архипов патĕнче баян калама хăнăхать. Унта вăхăта ахаль ирттерменни сисĕнет çав, кăçал арçын ача районти баян калакансен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Ку пултарулăх çулĕн пуçламăшĕ кăна. Кукашшĕ ертсе пыракан ача-пăча хор студине çӳренĕ май вăл тата пысăкрах тĕллевсемпе çунатланать.

Максим Борисов çăлтăрĕ вăй илсе кăна пырать, çапах та Шупашкарта пурăнакансем ăна хăш-пĕр концертра курма та ĕлкĕрнĕ.

— Хальлĕхе эпĕ аннен концерчĕсене çеç хутшăнатăп, — палăртать Максим. — Сцена çине тухатăп та юрланă май хитре хусканусем тăватăп. Куракансене çапла илĕртетĕп. Артист пулас тесен чи малтанах юрра-кĕвве юратмалла вĕт-ха. Тата сцена çине илемлĕ тумланса тухмалла. Мана валли сцена çи-пуçне анне хăй суйлать, вăл туянса панине йăлтах килĕштеретĕп.

Чăнах та, Полина Борисовăн нумаях пулмасть иртнĕ концертĕнчи сăнӳкерчĕксене сăнатăн та Максим сцена çинче хăйне мĕн тери савăнăçлă, ирĕклĕ тытнине куратăн. Уринчи тĕрлĕ тĕспе ялтăртатакан пушмакĕ хăех мĕнле хавхалантарать пулĕ — арçын ача Авалхи Греци халапĕсенчи Икарăнни пек çунатлă сандали тăхăннă тейĕн.

Музыка е спорт?

Максим шкулта «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Юратнă предмечĕсенчен чи малтан физкультурăна палăртать. Паллах, арçын ачан вырăнта ларас килмест. Ачасемпе урамра вăрçăлла вылянисĕр пуçне футбол та илĕртет-çке. Çапах та физкультура вăхăта хаваслă ирттерме кăна мар, çан-çурăма çирĕплетме те, ăмăртусене хутшăнса çитĕнӳ тума та май парать. Спорта шăпăрлан музыкăран та ытларах юратать пулĕ. Хĕлĕпе килте ларман. Пĕрмаях тренировкăра вăл. Шкултан килет те спорт площадкине тухса чупать.

Эрнере икĕ хутчен маттуркка Елчĕке бассейна çӳрет. Штанга йăтассипе те кăсăкланать. Районта йывăр атлетика енĕпе иртнĕ ăмăртура нумаях пулмасть пĕрремĕш вырăна тухнă вăл, кире пуканĕ йăтассипе вара — виççĕмĕш. Кăçал Максим «Ылтăн шайба» хоккей турнирне хутшăннă, унăн ушкăнĕ виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

— Пирĕн шкулти ачасем турнирта çĕнтерсе Сочие кайрĕç. Манăн та унта пулса курас килет, çитес çул эпир те çĕнтеретпĕрех, — ĕмĕтленет арçын ача.

Дальнобойщик пуласшăн

Максимăн чун киленĕçĕ нумай. ИЗО предметне килĕштерекенскер пахчари пейзажа, кил таврашĕнчи япаласене, машина ӳкерме питĕ юратать.

— Аннене çеç лайăх сăнласа параймастăп-ха, питĕ тăрăшатăп пулин те. Çынна ӳкерме йывăртарах çав. Ăсталăх пысăклансан шухăшланине пурнăçлатăпах, — тет маттур ача.

Ӳссен вăл кам пулма ĕмĕтленет тетĕр-и? Çук, юрăç та, спортсмен та мар — дальнобойщик. Тавралăха сăнама юратаканскер ӳкерчĕксенче тĕрлĕ хулари илемлĕ вырăнсене курсан пăхса ытараймасть. Эх, хăйĕн те çавăнта çитсе курас килет вара! Санкт-Петербург, Пермь тата Краснодар хулисем уйрăмах илĕртеççĕ ăна. Дальнобойщик пулсан вăл ĕмĕтри вырăнсене çитсе курĕччĕ. Хальлĕхе ӳкерчĕксемпе киленсе ларасси кăна юлать.

«Кушак çăвăрларĕ-и-ха?»

Максим шăрантаракан юрăра тихасем çинчен сăмах пырать. Ахальтен мар. Арçын ача чĕрчунсене питĕ юратать.

— Пирĕн ялти фермăра лашасем пур, — пĕлтерет вăл. — Вĕсене курма тăтăшах çӳретĕп. Гонщик ятлипе эпир уйрăмах туслă. Аслисемпе пĕрле унпа ярăнатпăр.

— Вăл çут çанталăкпа питĕ интересленет, — калаçăва хутшăнать кукамăшĕ те. — Амăшĕ ăна чĕрчунсемпе ӳсен-тăран çинчен калакан, таврапĕлĕве аталантаракан кĕнекесем илсе панă, Максим вĕсемпе кăсăклансах паллашать. Тепĕр чухне кирлĕ информацие унтан хăвăртах шыраса тупать. Лайăх астуса юлать вăл, ăс-тăнне малалла аталантармалла кăна, çавăнпа эпĕ ăна пĕрмай кĕнеке вуламалли çинчен аса илтерсех тăратăп.

Çуркуннехи каникулта Максим амăшĕпе Мускава кайма пуçтарăннă. Анчах юратнă кушакĕн çăвăрламалли вăхăчĕ çывхарса пынăран арçын ача унран аран-аран уйрăлнă. Мускавран таврăнсанах Максим киле чупса кĕнĕ те чи малтан: «Кушак çăвăрларĕ-и-ха?» — тенĕ. Çемçе мамăк пек çурана курсан вара асăрханса та юратса, çепĕççĕн алла илнĕ. Вăл ăна чунĕнчи мĕнпур ăшша парнелеме хатĕр тейĕн.

Çут çанталăка çывăх пулнăранах Максима ял пурнăçĕ питĕ килĕшет пулĕ. Çуллахи вăхăтра вăл пахчари ĕçсене хастар хутшăнать, йăрансене шăварать. Иккĕмĕш сыпăкри пĕртăванĕсемпе пĕрле пахча çимĕçе тăрăшсах çум курăкран тасатать. Ӳркенме пĕлмест. Помидор пуçтармалла чухне те яланах кукамăшĕпе пĕрле пахчара кĕштĕртетет. Кукашшĕне те гаражра самаях пулăшу кӳрет вăл. Мĕн те пулин тытса тăма е машина кабинине тасатма ыйтсан хаваспах килĕшет, машина çума та хăнăхать.

Чун ăшши амăшĕ валли

Вăхăт тени хăйне усăллă ирттернине юратать. Вунă çулта кăна пулин те, çакна Максим та аван ăнланать. Çуркуннехи каникула вăл амăшĕпе Мускавра ирттернĕ терĕмĕр. Циркра ăслă чĕрчунсене тата клоунсене курни, аквапаркра пулни, хула урамĕсемпе киленсе çӳрени нумайлăха асра юлĕ ĕнтĕ. Сивĕрех çанталăк та амăшĕпе ывăлĕн кăмăлне пăсайман.

Вĕренӳ çулĕ вĕçлениччен Максим Шупашкара çитсе килме ĕмĕтленет. Тахçан ăна батутсем çинче сикме питĕ килĕшнĕ, халĕ каллех çав савăнăçа туйса курасшăн.

Амăшĕ хулара чухне Максим уншăн питĕ тунсăхлать. «Хăçан килетĕн, аннеçĕм?» — тет шăнкăравласа. «Халь килейместĕп-ха, пушă мар», — тенине илтсен çывăх çыннине кӳренмест вăл, ăнланать, ăшă сăмахпа кăмăлне çавăрать. Юратнă çынни пепкин телейĕшĕн тăрăшнине пĕлет-çке. Ăна концертсене час-часах йыхравлаççĕ, апла куракансем кăмăллаççĕ. Çакна ăнланакан арçын ача амăшĕн пултарулăхĕ çӳллĕ шайра пулнишĕн шутсăр хĕпĕртет, ăна хăй аллипе ăсталанă, чун ăшшипе хатĕрленĕ открыткăсемпе савăнтарать.

Халĕ Максим çуллана чăтăмсăр кĕтет. Ун чухне вăл ялти ачасемпе чун каничченех футболла вылĕ. Аслисемпе пĕрле Хурăнвара шыва кĕме те кайĕ-ха.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.