Коронавирусран асăрханар

12 Пуш, 2020

«Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче коронавирус инфекцине асăрхаттаракан тата ăна аталанасран чаракан штаб йĕркеленнĕ. Кун пирки компани правленийĕн председателĕ-генеральнăй директорĕ Олег Белозеров пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ сетьри селектор канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Чи малтанхи ыйтусенчен пĕри — коллективра, инфраструктура обьектĕнче тата пуйăссенче эпидемие хирĕçле мероприятисем йĕркелесси.

Коронавирус лару-тăрăвне пула Раççей чукун çулĕнче ĕçлекенсене ют çĕршыва кайма чарнă. Унсăр пуçне вĕсене чире асăрхаттарас тата ОРВИ паллисем тупăнсан пурнăçламалли мелсене аса илтереççĕ.

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ чукун çул транспорчĕсенче аталанасран пуйăссенче Раççей потребнадзорĕпе пĕрле эпидемие хирĕçле мероприятисем йĕркелеççĕ. Инфекциллĕ çынсене тĕл пулсан харпăр хăйне мĕнле тытмалли çинчен инструктаж ирттереççĕ. Пассажирсемпе хутшăнакан пур ĕçчен те (проводник, кассир, дежурнăй тата ыттисем) хӳтĕлев маски тата перчетке тăхăнаççĕ, ӳт антисептикĕпе усă кураççĕ. Унсăр пуçне Раççей чукун çулĕсен ĕçченĕсем ирсерен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.

Пуйăссенче, вокзалсенче тата станцисенче çумалли ятарлă хатĕрсемпе дезинфекци ĕçĕсем ирттереççĕ. Сывлăша сиенсĕрлетекен хатĕрсен тата бактерисене пĕтерекен лампăсен ĕçне тĕрĕсленĕ, вентиляци тытăмне улăштарнă, пассажирсене чиртен асăрханма мĕн тумаллине каласа ăнлантараççĕ, çавăн пекех коронавирус инфекцийĕнчен сыхланмалли мелсем çинчен çырса та ăнлантарнă.

Чукун çулĕсем çинчи медицина пункчĕсем пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама яланах хатĕр. Вĕсене хӳтĕленмелли пур хатĕрпе те тивĕçтернĕ. Медиксем пассажирсене çул тăршшĕпех тĕрĕслеççĕ, кирлĕ пулсан васкавлă пулăшу та параççĕ.

www.hypar.ru

http://mintrans.cap.ru/ хыпарĕпе усă курнă.

Рубрика: 

Комментари хушас