Лариса ПЕТРОВА. Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

11 Çу, 2017

Репетицире колготка çĕтни усăсăр иртмен

Вĕсем — профессионалсем мар, шкул ачисем кăна. Çапах та Б. Васильевăн повеçĕ тăрăх лартнă «А зори здесь тихие…» спектакльпе куракан чунне хускатрĕç. Шупашкарти П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче ачасем лартакан спектакле курма ятарласа кайрăм. Спектакль пуçланиччен çамрăк артистсемпе — Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхашĕ шкулĕнчи «Хĕлхем» театр студине çӳрекенсемпе — тĕл пулса калаçрăм.

27 Ака, 2017

Пысăк шанăç кÿрекен парне

Турă мĕн панине хаклама пĕлместпĕр тепĕр чухне. Уйрăмах хĕр ачасем  хăйсенче çитменлĕх шыраса пур-çук сăлтавшăнах кулянаççĕ. Пурнăçпа иртĕхни мар-и çакă? Эсир сывлатăр, куратăр, илтетĕр, калаçатăр, утатăр е чупатăр, ытти вара пĕлтерĕшлĕ те мар.