Аэропортра - экскурсире

Паян Шупашкарти аэропортра тĕлĕнмелле экскурси пулчĕ. Ăна Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа ЧР Транспортпа çул çинчи хуçалăх министерстви йĕркеленĕ. Кун пек экскурсие вĕсем пуçласа ирттереççĕ, çавăнпа хальлĕхе хăйсем патĕнче ĕçлекенсен ачисене кăна йыхравланă. Анчах та пĕчĕкскерсем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ хушшинче те ку таранччен аэропорта çитсе курманнисем пур иккен.

Тÿрех асăрхаттармалла, аэродрома питĕ çирĕп тĕрĕслесе кĕртеççĕ. Сумка пур пулсанл ăна ятарлă сканер витер кăлараççĕ. Нумай пĕлме ăнтăлаканнисене Шупашкар аэропорчĕн центр пуçлăхĕ Евгений Александрович Гайдуков ăçта мĕн вырнаçнине, çакă йăлтах мĕн тума кирлине ăнлантарса пачĕ.

Экскурси ушкăнĕ чи малтанах ятарлă машинăсемпе диспетчер вышки патне кайрĕ. Кунта ĕçлекенсене шăпах çак машинăсем турттараççĕ. Çÿлелле ансăр картлашкасемпе хăпармалла. Диспетчер вышкинчен пĕтĕм аэродром лайăх курăнать. Самолетсен хусканăвĕсене кунтан пăхса йĕркелесе тăма меллĕ. Йĕри-таврах тем тĕрлĕ хатĕр те пур. Вĕсем пулăшнипе диспетчер самолетсен çул-йĕрне сăнать, пилотсемпе çыхăну тытать, «тимĕр кайăк» йĕркеллĕ анса ларассине тивĕçтерет.

Мускавран килекен самолета кĕтнĕ май ачасем вышка çинчи тĕрлĕ хатĕрпе паллашрĕç, диспетчерсен кану пÿлĕмĕнче те пулса курчĕç, стена çинче çакăнса тăракан «Хура тăваткал» мĕне кирлине те ăнланчĕç — ахаль йышши мар иккен вăл, пин-пин çăлтăрлăскер. Самолет часах çитеймессе пĕлтерсен ачасем кану пÿлĕмĕнче вăйăсем те ирттерчĕç. Унччен пĕр-пĕринпе тĕл пулма тÿр килмен пулин те пĕчĕкскерсем хăвăртах пĕр чĕлхе тупрĕç.

Сасартăк диспетчер чи яваплă самант çитсе пынине систерчĕ: самолет çывхарать. Вăл кирек епле вырăна та анса ларма пултараймасть, ун валли ятарлă çул хывнă, кунта ăнсăртран темĕн сиксе тухасран сыхлакан машина та тĕрĕслесех çÿрет. Çак вăхăтрах аэропорт уйне трактор та тухнăччĕ, вăл ÿссе кайнă курăка çулать.

Ятарлă приборсем пулăшнипе диспетчер самолет килес еннелле пăхсах ларчĕ. Акă асăрхарĕ те! Малтан питĕ пĕчĕк курăнаканскер пысăкланса та пысăкланса пычĕ. Ачасем çак саманта чăтăмсăр кĕтнĕрен чĕре кăлт та кăлт тапнине те туйрĕç пулĕ. Самолет анса ларчĕ. Акă мĕнле пулса иртет иккен ку ĕç!

Çак экскурси хыççăн ачасенчен чылайăшĕ кунта татах та килес ĕмĕт пуррине палăртрĕ. Курма кăна мар, ярăнма çеç те мар — ĕçлеме.

Лариса ПЕТРОВА. Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Комментари хушас