Лариса ПЕТРОВА хатĕрленĕ

10 Çурла, 2020

«Çурçĕр енчи тĕп хулара» çĕнтернĕ

Иртнĕ вырсарникун Питĕрте «Çурçĕр енчи тĕп хула» çурма марафон иртнĕ.

Кăçалхи программăна ача-пăча эстафетине кĕртмен. 4 пин ытла çын 2 дистанцире тупăшнă: 21,1 тата 10 км. Çурма марафона хутшăнакансен чупăвĕ Кермен тӳремĕнчен пуçланнă.

30 Утă, 2020

Патшалăх стипендине тивĕçнĕ

Чăваш наци музейĕн çĕнĕ истори секторĕн ĕçченĕсем Андрей Зарубинпа Анастасия Градова стипендиат пулса тăнă.

Çамрăксем Пĕтĕм Раççейри "Искусствоведсен ассоциацийĕ" общество организацийĕ культурăпа искусствăри çамрăк ĕçченсене паракан патшалăх премине тивĕçнĕ. Конкурс комиссине вĕсем Чăваш патшалăх театрĕн вырăс труппин 1920-1930 çулсенчи истрийĕ /А.Н. Зарубин/, халăх искусстви çинчен калакан вĕрентӳ программисен, лекцисен, видеоуроксен ярăмне хатĕрлесси çинчен /А.А. Градова/ проектсемпе паллаштарнă.

30 Утă, 2020

Чăвашпотребсоюза тав тунă

Ырăлăх çынна çеç мар, чĕр чунсене те кирлĕ.

Граждан пуçарăвĕсене хавхалантаракан центр Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх тус» акцие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Чăвашпотребсоюз» потребитель обществин коллективне тата Чăвашпотребсоюз Канашĕн председательне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне тав тунă.