Чăвашпотребсоюза тав тунă

30 Утă, 2020

Ырăлăх çынна çеç мар, чĕр чунсене те кирлĕ.

Граждан пуçарăвĕсене хавхалантаракан центр Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх тус» акцие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Чăвашпотребсоюз» потребитель обществин коллективне тата Чăвашпотребсоюз Канашĕн председательне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне тав тунă.

Акцие Пĕтĕм тĕнчери кил-çуртсăр чĕр чунсене халалланă, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Ырă ĕçсен партийĕ» календарĕпе килĕшӳллĕн ирттернĕ. Кооператорсем Шупашкарти чĕр чунсене вăхăтлăх тытакан пункта Етĕрнери аш-какай комбинатĕнчен апат панă. Ку ĕçре волонтерсемпе «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕн» хастарĕсем те пулăшнă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас