Комментари хушас

10 Çурла, 2020

«Çурçĕр енчи тĕп хулара» çĕнтернĕ

Иртнĕ вырсарникун Питĕрте «Çурçĕр енчи тĕп хула» çурма марафон иртнĕ.

Кăçалхи программăна ача-пăча эстафетине кĕртмен. 4 пин ытла çын 2 дистанцире тупăшнă: 21,1 тата 10 км. Çурма марафона хутшăнакансен чупăвĕ Кермен тӳремĕнчен пуçланнă.

Чăваш Ен спортсменки, Олимп вăййисенче икĕ хутчен бронза медале тивĕçнĕ Татьяна Архипова çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Вăл 21,1 километра 1 сехет те 13 минутра парăнтарнă. Тепĕр ентеш Алина Прокопьева вара 2-мĕш çитнĕ.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: