Лариса НИКИТИНА.

10 Çурла, 2018

Чăваш фермерĕсен сьезчĕ иртрĕ

Паян Шупашкарта Правительство çуртĕнче Чăваш Енри фермерсен пĕрремĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Съезда пуçтарăннисем фермер хуçалăхĕсене, кооперацисене аталантарас, ял çыннисен пурнăç шайне çĕклес тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç.

8 Çурла, 2018

Вунă çын — вунă ăс

Канаш районĕнчи Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнчи «Хозяюшка» клуба çÿрекенсем çу кунĕсенче те пĕрле пухăнма вăхăт тупаççĕ. Çĕртме-çурла уйăхĕсем — улма-çырла пиçсе çитнĕ тапхăр. Кил хуçи хĕрарăмĕсем сиплĕ çырларан тăрăшсах тутлă çимĕç хатĕрлеççĕ.

15 Çĕртме, 2018

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем ăмăртаççĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче зоотехник-селекционерсен, выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен республикăри конкурсĕ иртет.

Уява ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов уçрĕ, конкурса хутшăнакансене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.

Асăннă мероприяти специалистсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, опытпа паллашма май парать.

6 Çĕртме, 2018

«Йăнăша мăнуксемпе тÿрлететĕп»

Вăрнар районĕнче аслă çулпа иртсе пынă май хирте тăрăшсах ĕçлекенсене асăрхарăмăр. Çĕньял Хапăсри Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем иккен. Кĕçех Алексей Яковлевич та машинăпа çитсе чарăнчĕ — акаçăсем валли кăнтăрлахи апат илсе килчĕ. Валерий Гаврилов, Сергей Краснов, Сергейпе Артемий Клементьевсем вăхăтлăха канма ларчĕç. Сергей Клементьев механизатор çĕр ĕçне ывăлне те явăçтарнă. «Унсăр кахалланса каяççĕ. Çăкăр мĕнрен пулнине пĕлмеççĕ. Ывăлсене пурне те ака-сухана илсе тухнă. Халĕ кĕçĕннине черет çитрĕ», — терĕ вăл.

Pages