Комментари хушас

10 Çурла, 2018

Чăваш фермерĕсен сьезчĕ иртрĕ

Паян Шупашкарта Правительство çуртĕнче Чăваш Енри фермерсен пĕрремĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Съезда пуçтарăннисем фермер хуçалăхĕсене, кооперацисене аталантарас, ял çыннисен пурнăç шайне çĕклес тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем чакса пынă май фермерсене кооперацисене пĕрлешме, чĕр тавара тирпейлесе сутассине йĕркелеме сĕнчĕç. Фермер халăхран сĕт пуçтарса сивĕтсе сутсан та тупăш палăрмаллах хăпарать. Юлашки вăхăтра республикăра кооперативсен хисепĕ те ÿссех пырать. Иртнĕ çул кăна 33-ĕн хутшăннă. Шел, çав шутра хут çинче шутланса тăраканнисем те пур-ха. Вĕсене ял хуçалăх производствине явăçтармаллине те палăртрĕç сьездра.

Чăн та, хальхи вăхăтра ялта вăтам бизнеса аталанма çăмăл мар. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри те ура хурать. Пĕрлĕхре вăй тенĕ. Пĕрле йывăрлăха çĕнтерме çăмăлрах.

Вера ДМИТРИЕВА, Вăрнар районĕнчи фермер:

Çакăн пек пухăнса çивĕч ыйтусене сÿтсе явни уйрăмах кирлĕ. Эпир фермер хуçалăхне уçнăранпа çулталăк кăна-ха. Çавăнпа пурне пĕлсе çитме кансĕр. Кун пек лару-тăрăва лайăхрах ăнланса илме пулăшать.

Сергей Петров, Тăвай районĕнчи фермер:

Съезд йĕркелени питĕ килĕшрĕ. Ыттисен калаçăвне, сĕнĕвне итленĕ хыççăн кăмăл çĕкленчĕ. Ял хуçалăх продукцине тупăшлă вырнаçтарма фермерсене, кооперативсене пĕрлешме сĕннине ырласа йышăнтăм. Эпир кăçалхи пуш уйăхĕнче кăна ĕçлеме пуçланă. Паян эпĕ фермерсене те хисепе хунине, пулăшма тăрăшнине курса ĕнентĕм.

Рубрика: 
Теги: