Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ

16 Пуш, 2017

Хăрушă вăйă ачан пуçне минретет

Официаллă статистика хăратать: Раççейри çул çитмен 100 пин ачаран 16-шĕ хăйĕн çине алă хурать. РФ Следстви комитечĕн даннăйĕсене ĕненес тĕк, пĕлтĕр çул çитмен 720 ача хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлнă. Çак хăрушă утăма тума вĕсене мĕн хĕтĕртет? Вĕсем пурнăç çулĕ çине тăнă кăна-çке-ха. Ачи йăнăш утăм туни çывăх çыннисен пурнăçне ĕмĕрлĕхе çапса хуçать. Юлашки вăхăтра Интернетри соцсетьсенче «Кăвак кит» вăйă анлă сарăлни ашшĕ-амăшне те, йĕрке хуралçисене те сисчĕвлентернĕ. Ачасем хăйсем çине алă хунинче пуçа минретекен çак вăйă тÿпи те пур тесе шухăшлаççĕ. Анчах ăна пула шăпăрлан пурнăçран уйрăлнă пĕр тĕслĕхе те официаллă майпа палăртман-ха.

3 Чÿк, 2016

Алена Аршинова журналистсене чысларĕ

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн корреспонденчĕсемшĕн кăсăклă самантсемпе çырăнса юлчĕ. Вĕсемпе РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тĕл пулчĕ. Малалла вулас...

17 Раштав, 2015

Ашшĕ-амăшĕ валли - кĕнеке

Раштавăн 14-мĕшĕнче Мускаври «Мастерславль» çемье паркĕнче «Памятки ответственным родителям» кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Вăл ашшĕ-амăшне ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Кĕнекери сĕнÿсене шăпăрлансем хăйсем сĕннĕ. Ăна йывăрлăха лекнĕ ачасене пулăшакан фондпа «Я - родитель» портал пуçарăвĕпе «Ача комитечĕ. Ашшĕ-амăшĕ валли сĕнÿсем» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.