Ашшĕ-амăшĕ валли - кĕнеке

17 Раштав, 2015

Раштавăн 14-мĕшĕнче Мускаври «Мастерславль» çемье паркĕнче «Памятки ответственным родителям» кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Вăл ашшĕ-амăшне ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Кĕнекери сĕнÿсене шăпăрлансем хăйсем сĕннĕ. Ăна йывăрлăха лекнĕ ачасене пулăшакан фондпа «Я - родитель» портал пуçарăвĕпе «Ача комитечĕ. Ашшĕ-амăшĕ валли сĕнÿсем» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Конкурса шкул ÿсĕмне çитменнисенчен тата шкул ачисенчен 300 яхăн сочинени килнĕ. Жюри членĕсем 5-15 çулсенчи ачасен 30 сĕнĕвне кĕнекене кĕртнĕ. «Памятки ответственным родителям» авторĕсен йышĕнче Чăваш Республикинчи ачасем те пур.

Конкурс йĕркелÿçисем каланă тăрăх, кĕнекере воспитани парассипе çыхăннă ашшĕ-амăшĕ пĕлекен çивĕч ыйтусене хускатнă. Сочинени çырнисем аслисене вăхăта ĕçре мар, ытларах килте, ачапа пĕрле ирттерме сĕннĕ. Презентацирех конкурс çĕнтерÿçисене чысланă, «Орленок» ача центрĕнче канмашкăн путевка панă, экшен-камера парнеленĕ.

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.

Рубрика: