Ирина ПУШКИНА

15 Çу, 2015

Таса чĕрене варалаймăн

Вăрçă... Аслăрах ăрури çынсен чĕринче ĕмĕрлĕх суран хăварнă ахăр самана. Мĕн чухлĕ çын ĕмĕтне вăхăтсăр татман-ши, шăпине хуçман-ши вăл! Çуралма тивĕç мĕн чухлĕ ача-пăчана çут тĕнче курма пÿрмен. Кашни килех пырса шакканă вăрçă. Амăшсем - ывăлĕсене, арăмсем - упăшкисене, ачасем - ашшĕсене...

15 Çу, 2015

Туйсем те, тумсем те - тĕрлĕрен

Туйра тукмак та йăваннă тет те - хальхи мăшăрлану хăшпĕр уявне çитсе курсан тукмакшăн мар-тăк, этемшĕн тĕлĕнмелле кăсăкли тупăнатех. Ăру хыççăн ăру çитĕнет - ÿсĕм çитнĕ май, Турă çырни тупăннăçем кашниех çемье çавăрма тăрăшать. Пурнăçри паллă çак пулăма еплерех асра хăварассине кашни мăшăр хăйсен хушшинче килĕшсе татăлать. Самана ĕлĕкхи хытса ларнă йĕркесенчен пăрăнма чарманнине кура ятсăр пÿрнене çĕрĕ тăхăнма ЗАГС уйрăмне тĕрлĕ тумпа пыраççĕ çамрăксем. Шурă пĕркенчĕклĕ хĕрпе ятуллă классика костюмĕ тăхăннă йĕкĕте кăна мар, байкерсен, сунарçăсен тумĕллĕ каччăпа пикене те курма пулать регистраци иртекен залра. Акă, Шупашкарти ЗАГСрах çырăнтаракансем киносăнарсен тумĕпе капăрланнисем те, рокерсен çурăк футболкиллисем те, готсен бархатпа илемлĕ чĕнтĕртен çĕлетнĕ кĕписене тăхăннисем те пулни çинчен калаççĕ.

29 Ака, 2015

Шăплăхри кĕвве те илтессĕм килет

Хăйĕн çинчен сăмах пуçарнине ытла та юратмасть-çке вăл. Ахальлĕн пулсан-и! Валерий çинчен пĕр-пĕр журналист тахçанах кăсăклă материал çырса вулакана унпа çывăхрах паллаштармаллаччĕ. Халĕ вара епле çавăрма май килчĕ-ха Раштав кăмăлне? Сăлтавĕ пуррипе.

28 Ака, 2015

Литература çулталăкĕнче çырнипе пушшех те асра юлĕ

Вырăсла пĕрлехи диктант çырнă хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ - чăвашсем те хăйсен чĕлхипе çыру ĕçне пурнăçларĕç.

Pages