Космонавт пулмасан та патриот... пулмаллах!
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне пырса кĕмессерен икĕ туйăм тыткăнне лекетĕп. Пĕри - çак тăрăхра чăвашсене тĕнчипе чапа кăларнă мухтавлă ентешĕмĕрпе Андриян Николаевпа мăнаçланни. Тепри - республика çыннисемшĕн Мекка евĕр пулмалли хутлăх, хăйĕн ĕмĕрĕнче таçти кĕтесрен те хăнасене йышăннăскер, чăвашсен ытти нумай ялĕнчен нимĕнпех те уйрăлса тăманнинчен тĕлĕнни. Кунта пурăнакансем сăпайлăхĕпе, тараватлăхĕпе, тăван кĕтесе чунтан юратнипе вара чăннипех те уйрăлса тăнине пĕрре мар сиснĕ.