Ирина КОШКИНА хатĕрленĕ.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, акан 24-мĕшĕнче, иртĕ.

Диктант текстне суйлама конкурс ирттернĕ. Çынсем пурĕ 7 текст ярса панă. Унта Иван Яковлев пурнăçĕпе çыхăннисем те, чăвашлăха çутатакансем те пулнă. Диктант çырмашкăн Александр Артемьевăн «Тăван чĕлхе» прозăллă сăввине суйланă. Аса илтерер: акцие тĕп хулари тĕрлĕ çĕрте ирттерĕç. Унсăр пуçне диктант текстне радиопа вулĕç.

Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче икĕ танк вырăн тупнă! Хăраса ан ÿкĕр, чăннисем мар, юртан ăсталанисем. Вĕсене Анатолий Антонов хатĕрленĕ.
Т-90 тата ИС-3 маркăллă çар техникине ăсталама Анатолин мăшăрĕ ыйтнă. Кил хуçи интернетра картинăсем тишкернĕ. Кÿлепесене тума арçынна çемйипех пулăшнă. Танксем иртен- çÿрен кăмăлне çĕклеççĕ. Шел, кÿлепесем юр ирĕличчен çеç лараяççĕ.

Шупашкар хула администрацийĕнче тунтикунхи канашлура «Вĕрентÿ аталанăвĕ» патшалăх проектне пурнăçа кĕртесси пирки калаçнă. Тĕп ыйту — шкул ÿсĕмне çитменнисем валли садикре вырăнсем хатĕрлесси.
Çĕршывра ача сачĕсем хăпартма бюджетран ытларах укçа уйăрма палăртнă. Чăваш Ене 1 млрд та 330 млн тенкĕ килĕ. Кăçал Шупашкарти «Çĕнĕ хула» тата «Соляное» районсенче садиксем çĕклеме пуçлĕç. 2018-2019 çулсенче 8 садик хăпартас ыйтăва тăратма кирлине палăртнă. Çакна йышăнсан тĕп хула 550 çул тултарнă тĕле çĕнĕ 10 ача сачĕ пулĕ. Унта 2 пин шăпăрлан çÿреме пултарĕ.

Subscribe to Ирина КОШКИНА хатĕрленĕ.