«Пĕтĕм Раççейри студентсен стройкине — вĕренекен çамрăксен хушшинче чи пысăккине — лекни чăнласах та пысăк телей. Вăл пире строительство ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе тата çывăхарах паллашма, ăсталăха ÿстерме, коллектив пĕрлĕхĕн туйăмне вăйлатма, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çĕнĕ юлташсем тупма пулăшрĕ», — теççĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Раççей Студентсен Отрячĕсем» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн «Энергия 21» отрячĕн хастарĕсем.
Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çуртĕнче Тюмень облаçĕнчи "Чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ" общество организацийĕн президенчĕ Ираида Маслова пулчĕ.
Елчĕк районĕнчи Леонид Григорьев предприниматель тата вăл ертсе пыракан ушкăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илес тесе пĕлтĕр кĕркуннех ял тăрăхĕсенчи палăксене юсаса çĕнетме пуçланă.
Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Раççей кунĕ умĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ 20 çул тултарнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ.