Комментари хушас

24 Юпа, 2017

Таса практикăсен кодексне алă пусрĕç

Пирĕн республикăра Çынсен харпăр уйрăм кăтартăвĕсене /персональные данные/ хÿтĕлемелли эрне иртнине вулакансене пĕлтернĕччĕ. Ăна ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствипе Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ йĕркеленĕ.

Çак эрне вăхăтĕнче çынсен харпăр уйрăм кăтартăвĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă темăпа вĕрентÿ учрежденийĕсенче, ытти çĕрте «çавра сĕтелсем», экспертсемпе тĕл пулусем, лекцисемпе семинарсем иртнĕ.

Асăннă акцин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов паллаштарчĕ. Унта Роскомнадзорăн федерацин Атăлçи округĕнчи ертÿçи Наталья Альхимович та хутшăнчĕ. Наталья Анатольевна пĕлтĕр Мускавра çынсен харпăр уйрăм кăтартăвĕсен базисен операторĕсем Таса практикăсен кодексне /урăхла ăна интернет сетĕнчи Этика ĕç-хĕлĕн кодексĕ теççĕ/ алă пуснине, халĕ вара ку ĕçе регионсем те хутшăннине пĕлтерчĕ. Çак документăн тĕп тĕллевĕ патшалăха, обществăна тата гражданина инфокоммуникаци технологийĕсен аталанăвĕпе çыхăннă хăрушлăхсенчен хÿтĕлесси пулнине пĕлтерчĕ.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри тĕрлĕ сферăри компанисемпе организацисем — вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă сфера, банк учрежденийĕсем, общество организацийĕсем тата ыттисем — Таса практикăсен кодексне алă пусрĕç. Çапла майпа хăйсен ĕç-хĕлĕнче граждансен прависене — вĕсем интернетра ĕçленĕ чухне — май килнĕ таран хÿтĕлеме хатĕррине çирĕплетрĕç.

 

 

 

Теги: