Чăваш Ен тата Крым: парламентсен çыхăнăвĕсем çирĕпленеççĕ
«Крым тата Севастополь хули Раççей йышне каялла таврăннăранпа — унтанпа виçĕ çул ытла иртрĕ — вĕсенче ырă улшăну нумай пулнă. Чи пĕлтерĕшли — унта пурăнакан халăх çак утăма тунăшăн халĕ та савăнни», — пĕтĕмлетрĕ паян ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ушкăнĕ, çурла уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Крымра ĕçлĕ визитпа пулнăскер.
Парламентарисем çак визит пирки журналистсене ятарласа йĕркеленĕ пресс-конференцире каласа кăтартрĕç. Мероприятие уçнă май Валерий Филимонов спикер делегацин тĕп тĕллевĕ Чăваш тата Крым Республикисен парламенчĕсен çыхăнăвне вăйлатасси, саккун çырас-кăларас ĕçĕн пĕрлехи тĕп çулĕсене палăртасси тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси пулнине пĕлтерчĕ.
«Эпир унта Граждан вăрçин паттăрĕн Василий Чапаевăн ятне РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Кăнтăр çар округĕн çар пĕрлешĕвĕсенчен пĕрне, Крым территорийĕнче вырнаçнине, парассипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврăмăр. Çакнашкал пуçарупа эпир Чăваш Енпе Крымăн парламенчĕсен тата Севастополь хулин Саккун кăларакан Пухăвĕн ячĕпе РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу патне тухасшăн. Мĕншĕн тесен шăпах 25-мĕш Чапаев дивизийĕн салтакĕсем 1941-1942 çулсенче Севастополе хÿтĕленĕ чухне юлашки синкерлĕ кунсенче те парăнман. Дивизи йăлтах вилсе пĕтнĕ, ăна 1942 çулта официаллă майпа салатса янă. Чапаев дивизийĕн паттăрлăхне халăх асĕнче хăвармаллах пирĕн», — калаçăва тăсрĕ Валерий Филимонов.
Пресс-конференцие пĕтĕмлетнĕ май Валерий Филимонов Крым парламентарийĕсем Чăваш Республикине çитес çул килме планланине пĕлтерчĕ.
Комментари хушас