Ирина ИВАНОВА.

28 Ака, 2021

«Çулталăк вĕрентекенĕ — 2021» ăсталăх конкурсне пĕтĕмлетрĕç

Паян, ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Енре педагог ăсталăхĕн «Çулталăк вĕрентекенĕ — 2021» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Йăлана кĕнĕ тупăшура мала тухнисене И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Культура керменĕнче чысларĕç.

19 Ака, 2021

Кашăкне тăснă та… — ача çук

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче каçхине Шупашкарти Мир проспектĕнчи пĕр çуртăн пиллĕкмĕш хутĕнчен ача ӳкни çинчен интернетра хыпар хăвăрт сарăлчĕ. Карнисран вĕçерĕнеспе хайхискер кăшкăрнă. Çакна çывăхри арçын çийĕнчех асăрхаса чупса пыман, ăна тытма хăтланман пулсан инкек мĕнлерех çаврăнса тухасси тавра шухăшлама та хăрушă. Вениамин Егоров 5 çулти Вадимшăн чăн çăлавçа çаврăннă.

18 Раштав, 2020

«Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетрĕç

Паян Вырăс драма театрĕнче республикăра çуллен иртекен «Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Йăлана кĕнĕ мероприятие çĕршывра коронавирус чирĕ сарăлнине пула видеоçыхăну мелĕпе йĕркелерĕç.

Ăмăртăва кăçал республикăра 105 çемье хутшăннă. Финала тухнисене видеоçыхăнупа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата унăн мăшăрĕ, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Алексеевна саламларĕç.

Pages