«Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетрĕç

18 Раштав, 2020

Паян Вырăс драма театрĕнче республикăра çуллен иртекен «Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Йăлана кĕнĕ мероприятие çĕршывра коронавирус чирĕ сарăлнине пула видеоçыхăну мелĕпе йĕркелерĕç.

Ăмăртăва кăçал республикăра 105 çемье хутшăннă. Финала тухнисене видеоçыхăнупа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата унăн мăшăрĕ, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Алексеевна саламларĕç.

Çĕмĕрле тăрăхĕнче пурăнакан Кудрявцевсем 9 ача çитĕнтереççĕ. Йышлă çемьене социаллă яваплă тесе палăртрĕç. Йĕпреç районĕнчи Алексеевсем — чи туслисем. Çийĕнчен вĕсем йăла-йĕркене упрассишĕн çунни палăрать. Район администрацине сумлă награда илме асăннă çемьери асли-кĕçĕнни кил хуçи мăшăрĕ çĕленĕ-тĕрленĕ чăваш çи-пуçĕпе çитни те ĕнентерет çакна.

Пултаруллă кил-йышсен хушшинче кăçал Шăмăршă тăрăхĕнчи Юмановсене çитекен пулман. Авалхи япаласене хаклас туртăм вĕсене çемье музейĕ йĕркелеме хистенĕ.

Куславкка районĕнчи Кунерте пурăнакан Шулаевсем ĕçченлĕхпе мала тухрĕç. Шупашарта тĕпленнĕ Васильевсен историйĕ çемье пуçĕсем иккĕшĕ те каратене килĕштернинчен пуçланнă, çавăнпах спорта юратакан кил-йыш пек палăрчĕç.

«Çулталăк çемйи — 2020» диплома Çĕнĕ Шупашкарти Артемьевсем тивĕçрĕç. Юрий Аркадьевичпа Альбина Олеговна 21 çул каялла пĕрлешнĕ, виçĕ ача çитĕнтереççĕ.

www.hypar.ru Фото cap.ru
 

Комментари хушас