«Çулталăк вĕрентекенĕ — 2021» ăсталăх конкурсне пĕтĕмлетрĕç

28 Ака, 2021

Паян, ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Енре педагог ăсталăхĕн «Çулталăк вĕрентекенĕ — 2021» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Йăлана кĕнĕ тупăшура мала тухнисене И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Культура керменĕнче чысларĕç.

Республикăри пĕтĕмĕшле вĕрентӳ тытăмĕнче 17 пин педагог ĕçлет. «Эсир ачасемпе хутшăнни, вĕсемшĕн хăвăрăн чуна пани çĕршыв пуласлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ», — палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Паллах, ыранхи кун çĕршыв хуçисем пулакансемшĕн паян тăрăшмасăр май çук. Çавна кура çĕнĕ ача сачĕсем çĕкленеççĕ, хальхи вăхăтпа килĕшӳллĕ шкулсем уçăлаççĕ. Вĕсене самана таппипе тан утмашкăн тивĕçлĕ оборудованипе пуянлатасси те — çĕршыв, регион ертӳлĕхĕ тĕллевлĕн пурнăçлакан ĕçсен йышĕнче. Олег Алексеевич çакă йăлтах саплашăнасса — ачасем пултаруллă, хастар та йĕркене пăхăнакан çынсем пулса çитĕнессе — шаннине палăртрĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева опытлă наставниксене çамрăк вĕрентекенсене çăмăл мар ĕçре пулăшса-кăтартса пынăшăн тав турĕ.

«Çулталăк вĕрентекенĕ» ята чи тивĕçли, тӳресем йышăннă тăрăх — Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта ĕçлекен пуçламăш классен тата акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Василиса Егорова. Чи лайăх воспитатель ячĕшĕн ăмăртнисен йышĕнче Çĕмĕрлери «Пилеш» 16-мĕш ача сачĕн ĕçченĕ Екатерина Чимрова çĕнтерчĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: 

Комментари хушас