Галина ЗОТОВА

27 Çурла, 2015

Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илеймен

Аслă Çĕнтерÿре пирĕн тăвансен тÿпи те пур. Асатте Александр Андреев, Красноармейски районĕнчи Тусай çынни, 1942 çулта вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Аттен тăванĕ, çак ялти Павел Трофимов, вăрçăра хастар çапăçса киле çĕнтерÿпе таврăннă, 102 çула çитсе вилнĕ. Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче пурăннă аппан пĕрремĕш мăшăрĕ Павел Живаев хыпарсăр çухалнă. Аппа фронтран хăй патне янă çырăва чылай вăхăт упрарĕ. Еплерех хитре сăмахсемпе лăпканă вăл мăшăрне хăйĕн çырăвĕнче! Аннен пиччĕшĕ Василий Анисимов - Мухтав орденĕн икĕ хут кавалерĕ.

10 Утă, 2015

Чуна тивекен фестиваль

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа республикăри инвалидсен обществи М.Кузьминых ертсе пынипе республикăри инвалидсем хушшинче «Эпĕ - автор» творчество фестивалĕ ирттерчĕ.

Чи малтанах Димитровград хулинчен килнĕ сусăрсем коляскăпа тĕрлĕ «ташласа» пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Мĕн чухлĕ вăхăт, мĕн чухлĕ вăй-хăват кирлĕ сцена çинче хитрен çаврăнса куракана савăнтарма! Фестиваль хăнисене саламлама Патăрьел районĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ.

21 Ака, 2015

Пĕрле çапăçнисен йышĕ чакнăшăн пăшăрханать

Çĕнтерÿ уявĕ çывхарса килет. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ялĕнче 1922 çулта çуралнă Павел Емельянович Егоров пĕрле çапăçнă юлташĕсен речĕ сайралансах пынишĕн пăшăрханать.

3 Ака, 2015

Тĕллев: çамрăк талантсене тупса палăртасси

Хĕрлĕ Чутайри ял тăрăхĕсен пĕрлехи вулавăшĕнче районта çуралса ÿснĕ тата халĕ пурăнакан çыравçăсемпе тĕлпулу иртрĕ.

Чылай паллă çыравçă кун çути курнă ку тăрăхра, Петĕр Ялкир, Розин Ярандай, Александрпа Яков Угольниковсем, Иван Лисаев, Александр Трофимов кĕнекисене халăх юратса вулать. Петĕр Ялкир 1994 çулта «Хĕрлĕ Чутай çыравçисем» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ку кĕнекере вăл 35 писатель ятне асăнать.

Pages