Галина ЗОТОВА
Пĕрремĕш ракетчик
Анна Алексеевнăн кинĕ
«Валентина Терешкова чăваш халăхĕн кинĕ-и?» статьяна питĕ тимлĕ вуларăм. Шăллăма Юрий Гагарин космоса вĕçсе кайнă хыççăн çуралнăран Юра ят панă. Ун хыççăн хĕрача кун çути курчĕ. Çав вăхăталла Валентина Терешкова космоса парăнтарчĕ. Çапла вара эпир аннене йăмăка Валентина ят пама ыйтрăмăр. Валентина халĕ Етĕрне районĕнчи Кăкшăм тата Пĕрçырлан шкулĕсенче хими тата биологи учителĕнче ĕçлет, вăл та Валентина Терешкова пекех пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвасса эпĕ шансах тăратăп.
Хĕл Мучи парни халĕ те асра
Хĕл çитрĕ. Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарать. Анне ун чухне ялти почтăра почтальонкăра ĕçлетчĕ. Вăл мана: «Хĕл Мучи патне почта урлă хăвăн ĕмĕтÿсем пирки çырма пулать», - тесе каларĕ. Эпĕ савăнсах кайрăм. Конверт туянтăм та Хĕл Мучи патне çыру шăрçалама пуçларăм. Ăна уяв ячĕпе саламларăм, хама Çĕнĕ çул ячĕпе пультлă машина парнелеме ыйтрăм. Çырăва аннене патăм, вăл ăна почта ешчĕкне кайса ячĕ. Парне кĕтме пуçларăм. Кĕтетĕп-кĕ-тетĕп, парне çук та çук. Эрне те иртсе кайрĕ, икĕ эрне те. Темиçе эрнерен хамах почтăна кайса пăхма шутларăм. Оля аппа мана: «Сан ятпа посылка килнĕ», - терĕ.