Ашшĕн çырăвĕсем ылтăнран та хаклăрах
Яков Артемьевич Угольников таврапĕлÿçĕ 1937 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тихăнушкăнь ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Хурашашри 8 çул вĕренмелли, Штанашри вăтам шкулсенче ăс пухнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Çав хушăрах Саратоври университетăн истори факультетне куçăнсăр майпа пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Яков Угольников Саратов облаçĕнчи Степное поселокĕнче пурăнать. Вăл 3 кĕнеке пичетлесе кăларнă, кĕçех тăваттăмĕшĕ кун çути курма хатĕрленет. Яков – Александр Угольников писателĕн пиччĕшĕ.
Яков Артемьевич хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Аслисем аса илнĕ тăрăх - унăн ашшĕ Артем Ильич хутла пĕлнĕ, колхозра бригадирта ĕçленĕ. Яков вăрçă пуçланнă чухне тăватă çулта пулнă. Вăл хăйĕн ашшĕне кăшт çеç астăвать: «Аттене çара ăсатни халĕ те куç умĕнче. Халăх пит нумай пухăннăччĕ: пĕри юрлать, тепри макăрать. Атте кĕтесре ларать, мана хăй патне чĕнет, эпĕ темшĕн ун патне пымарăм: те хăранă халăх нумаййипе, те вăтаннă. Кайран аттепе анне лав çине ларчĕç те вăл тапранса кайрĕ. Çывăх çыннăма эпĕ урăх курман. Сăнÿкерчĕкĕ пурччĕ, анне ăна пысăклаттарнăччĕ, кайран вăл та таçта çухалчĕ. Çапах атте мана яланах пулăшса пынине туяттăм». Малалла вулас...
Комментари хушас