- Чăвашла верси
- Русская версия
Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илеймен
Аслă Çĕнтерÿре пирĕн тăвансен тÿпи те пур. Асатте Александр Андреев, Красноармейски районĕнчи Тусай çынни, 1942 çулта вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Аттен тăванĕ, çак ялти Павел Трофимов, вăрçăра хастар çапăçса киле çĕнтерÿпе таврăннă, 102 çула çитсе вилнĕ. Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче пурăннă аппан пĕрремĕш мăшăрĕ Павел Живаев хыпарсăр çухалнă. Аппа фронтран хăй патне янă çырăва чылай вăхăт упрарĕ. Еплерех хитре сăмахсемпе лăпканă вăл мăшăрне хăйĕн çырăвĕнче! Аннен пиччĕшĕ Василий Анисимов - Мухтав орденĕн икĕ хут кавалерĕ. Йысна Константин Бельский фронтра тыткăна лексе унтан тухса тарма пултарнă, партизанра та çапăçнă, Украина фронтĕнче тĕрлĕ хулана ирĕке кăларнă çĕре хутшăнса паттăрлăх кăтартнă. Кукамай Пелагея Анисимовна мăшăрне кĕтсе илеймессине ĕненсен фронтран таврăннă Иван Кокарев сержантпа пĕрлешсе тăватă ачана кун çути парнеленĕ.
Иван Кокарев пире шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Ют чĕлхесене юратасси те çавăнтанах пуçланчĕ манăн. Шкултан вĕренсе тухсан ним иккĕленмесĕрех Шупашкарти пĕр аслă шкула, ют чĕлхесен факультетне çул тытрăм. Шкулта ачасене 35-мĕш çул вĕрентетĕп.
Иван Иванович вăрçă çинчен аса илме питех юратмастчĕ. "Çар тивĕçне пурнăçланă", - унăн кĕске сăмахĕ. Кăкшăм ялĕнче çуралса ÿснĕ каччă педучилище пĕтернĕ хыççăн Çĕпĕрте ĕçлеме тытăннă. Вăрçă пуçланни çинчен те çавăнтах илтнĕ. Фронтра малтанхи кунсенчен мĕн вăрçă пĕтичченех çапăçма тивнĕ чăваш каччин сапер батальонĕнче. Çапăçусенче нумай пулма пÿрмен салтака: штабри лейтенанта аслăрах вырăна куçарнă. Старшина чирлесе ÿкнĕ, штаб дивизийĕнче ĕç пухăнса кайнă. Нимĕç чĕлхине лайăх пĕлекен, ертсе пыма та, документсемпе ĕçлеме те пултаракан çын кирлĕ пулсан Кокарева суйланă. Малалла вулас...
Комментари хушас